30 октября 2010 г.
1997 çулта çар службинчен таврăнсан Шăмăршăри Алексей Михайлов Шупашкарта парикмахера вĕренсе тухнă, хулари пысăк салонра ĕçлеме тытăннă. Анчах хула пурнăçĕ илĕртмен каччăна, вăл часах таса сывлăшлă вăрман тăрăхĕшĕн тунсăхлама пуçланă. Алексей нумай шутласа тăман – çуралнă яла таврăнса "Строитель" ОООра парикмахер пулса ĕçлеме тытăннă. 2 çултан "Эвита" салона ĕçлеме куçнă. (Унта пилĕк çул ĕçленĕ).
– "Кашни арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче çурт тумалла, ывăл ÿстермелле, йывăç лартмалла", – тенĕ халăх сăмахлăхĕнче, – пуçларĕ калаçăва Алексей Михайлов. – Эпĕ те Шăмăршăра çурт лартма шутларăм. Мана хамăн тетен, Сашăн, ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарчĕ: мăшăрĕпе пĕрле, Иринăпа, Шăмăршăри Туслăх урамĕнче пысăк та хăтлă çурт туса лартрĕç. Тăван ялтах çĕнĕ çурт тăвас шухăша анне те ырларĕ, май çитнĕ таран пулăшма шантарчĕ.
Ĕçчен çемье строительство материалĕсем туянма пуçланă. Луговая урамĕнчи тĕп кил картинче Михайловсем выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстернĕ. Вăкăрсемпе сыснасем самăртса тунă тупăша, амăшĕпе ывăлĕн ĕç укçисен пысăк пайне никĕс ямалли материалсем, шлакоблоксем тата профнастил туянма расхутланă. 2006 çулта Михайловсем Шăмăршăри Западная урамра пулас çуртăн никĕсне ярса хăварнă.
2007 çулта Алексей пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл Анат Чаткасри хитре те сăпайлă хĕрпе – Ольга Захаровапа – пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Хăйсен çуртне тăвасси туслă çемьен тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Çемье банкра ссуда илсе, материалсем туянса тепĕр çулах блоксемпе илемлĕ çурт купаласа хăпартнă, тăррине симĕс профнастилпа витнĕ, пластикран тунă чÿречесем вырнаçтарнă, тимĕр алăксем лартнă. "Исток" ОООра бухгалтерта вăй хуракан Ольга Михайлова 2009 çулта "Çамрăк специалист" программăпа килĕшÿллĕн субсиди илни çамрăк çемьене строительство ĕçĕсене малалла тума май панă. Субсидипе усă курса Михайловсем çав çулах газификаци материалĕсем илнĕ, ăшă системине монтажланă, шалти ĕçсене тунă.
Кăçал, ял поселенийĕн администрацийĕ урлă çыртарса илнĕ хыр йывăçĕпе усă курса, вĕсем мунча, кĕлет, вите туса лартнă. Выльăх çими упрама аслăк та ăсталанă. Хальхи вăхăтра çамрăк çемье мансардăллă çĕнĕ те хăтлă çуртра пурăнать ĕнтĕ. Иккĕри Артем сасси пĕтĕм пÿрте илем кÿрсе тăрать. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне вăл килте асламăшĕпе пĕрле юлать. Нина Алексеевна кунтах, ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Сумлă пенсионерка – вăл "Сельэнерго" предприятире пĕр улшăнми 30 çул обмотчицăра тăрăшнă, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ – пĕрре те ахаль лармасть, кил хушшинче тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.
Килес çул ĕçчен çемье хитре хапха тума, кил умне тимĕр карта тытма шутлать.
2010 çул Михайловсемшĕн çĕнĕ çурта пурăнма куçнипе асра юлать. Кăçалхи çул вĕсен пурнăçне тепĕр событи те илемлетрĕ – Алексей Шăмăршăра хăйĕн "Аэлита" парикмахер салонне уçрĕ.
Çапла, ÿркенмесен, тĕллевлĕн ĕçлесен, пĕтĕм йывăрлăхсем хыçа юлаççĕ, çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ.