30 октября 2010 г.
ЮН КУН Шăмăршăра район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидат суйласа илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.М. Абсалямов ертсе пынă.
Ларура конкурс комиссийĕн председателĕ пулма Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин федераци службин территори органĕн ертÿçине П.С.Краснова, унăн çумĕ пулма район депутачĕсен Пухăвĕн председательне И.М. Абсалямова, секретарĕ пулма район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине Л.Н.Портнована суйланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидат суйласа илмелли конкурс 2010 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче иртет.