30 октября 2010 г.
Хресченшĕн çăмăл мар çулталăк вĕçленсе пырать. Уй-хирти пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ, кĕр калчисем ешереççĕ, кайăксем ăшă енне пуçтарăнаççĕ. Хушма хуçалăхсенче хĕле хатĕрленеççĕ, ыхра лартаççĕ. Пирĕн корреспондента Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев хăйĕн пахчинче хĕл валли мĕн хатĕрленине пĕлме май килнĕ.
М.Игнатьев тăван ялĕнче пахча çимĕç пухса кĕртнĕ чухне хăйĕн çинчен тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ. Михаил Игнатьев Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă, унта ку таранчченех ашшĕ-амăшĕн çурчĕ пур. Чăвашăн пысăк çемйин кĕçĕн ывăлĕ пулнă май вăл тăван килне йĕркеллĕ тытса тăмалла тесе шутлать, çавăн пекех çĕре упрама, ăна пăхса тăма тата тухăç илме тăрăшать. Тăватă çынран тăракан туслă çемье 80 сотка çĕр çинче ĕçлет. Аслă Игнатьевсене кĕçĕннисем – Иванпа Мария – пулăшаççĕ. "Канмалли кунсенче кунта килетпĕр, çемье хамăрăн çĕр лаптăкĕ çинче туса илнĕ апат-çимĕçпе тăранса пурăнать. Ачасене килĕшет, ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, вĕсем кунта канаççĕ, хăйсен кăмăл-туйăмне лайăхлатаççĕ", – тет Михаил Игнатьев.
Типĕ çанталăк тăнă вăхăтрах пысăках мар лаптăкра лайăх тухăç илни Чăваш Ен Президенчĕ хуçасăрлăха çанталăк условийĕсем çине йăвантарма кирлĕ маррине тепĕр хут çирĕплетет.
– Михаил Васильевич, яланхи пек мар шăрăх çанталăкра мĕнле-ха çакăн пек кишĕр туса илме май килчĕ;
– Кăçал вăл пурин те ăнса пулчĕ, хушма хуçалăхра ăна шăварса тăма йывăрах мар вĕт. Ку чухнехи технологисем пирки те каласа хăвармалла. Вăрлăха суйласа илмелле, эпĕ шанчăклă дилерсенчен çеç туянатăп, хамăрăн, Раççей селекцийĕн икĕ-виçĕ сортне акатăп. Çĕре тĕрĕс хатĕрлени, шăварса тăни, макро- тата микроэлементсемпе апатлантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăт пулчĕ те, кăткăсси нимĕн те çук. Культура лайăх тухăçпа савăнтарать. Акатăн, шăваратăн, çум курăка пуçтаратăн... Тухăçне курмарăн тăк кирек камăн та кăмăлĕ хуçăлать, ачасен пушшех те. Кишĕре илес тĕк çапларах пулса тухать: çемье акакан виçĕ сортран иккĕшĕ яланах ăнăçлă ÿссе çитĕнеççĕ, виççĕмĕшĕ тухăçпа савăнтарсах каймасть. Сорт тĕрлĕрен: хăшĕсене нÿрĕк кирлĕ, теприсем, пачах урăхла, унсăрăнах аптрамаççĕ, виççĕмĕшсем чир-чĕре хирĕç кĕрешме пултараççĕ, теприсен упранаслăхĕ пысăк. Ман шухăшпа витаминпа пуян пахча çимĕç нумай вăхăт упранма пултараймасть. Çакăн валли уйрăм условисем кирлĕ.
– Çĕр улмин хăш сорчĕсене килĕштеретĕр;
– Пирĕн çемьере чи юратнă сорт – Импала. Çавăн пекех Розамунда, Роко сортсене килĕштеретпĕр. Вĕсене эпир улăштарса тăратпăр, çапах та яланах виçĕ сортран кая мар лартма тăрăшатпăр. Крахмалпа пуян сортсене юрататпăр. Импала – вăрăмрах, куçĕсем вĕтĕ, пĕçерсен питĕ тутлă.
– Шăварнă пулсан, эппин, ялта шыв пур ĕнтĕ;
– Унта эпĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ чухне 1994 çултах шыв пăрăхĕ кĕртнĕччĕ. Унччен "Нарспи" поэмăри пек кирек мĕнле çанталăкра та витресемпе, кĕвентесемпе çăл куç патне çÿреме тивнĕ. Унталла – 500 метр, каялла та çавăн чухлех, хамăр валли те, выльăх валли те, мунча хутма та çавăнтан йăтаттăмăрччĕ.
– Эсир электрика вĕренсе тухнă, агроном пулса тăнă...
– Кунта веçех ансат – килтен 3 километрта 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илтĕм. Вăтам пĕлĕве ăçта илмеллине суйлама тиврĕ – Шупашкарта е килтен 7 километрти шкулта. Çемьепе канашларăм, професси илесси малти вырăна тухса тăчĕ, энергетика техникумне вĕренме кĕтĕм. Çар служби хыççăн кĕçĕн ывăл пулнă май тăван киле аннене пулăшма таврăнтăм. Çурт ачалăх вăхăтĕнчи пекех упранса юлнă. Çĕнĕрен сăрланă çеç ĕнтĕ. Ас тăватăп-ха, пĕчĕк чухне атте çурта çĕнетнĕ май сава турпасĕпе выляттăмччĕ. Халĕ кунта Раиса аппа (пенсире) пурăнать, çурта ман çине çырнă. Газ кĕртнĕ чухне кăмакана пăсмарăмăр. Кунта эпĕ чунтанах канатăп. Хăш-пĕр чухне вырсарни кунсенче улттăн – тăватă хĕр те икĕ ывăл, вĕсен ачисем – пуçтарăнатпăр. Телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ; Вĕт кукăль пăсланать, ырă шăрши ялĕпех сарăлать! Килти вĕри кукăле çав тери юрататăп. Кунтах – ялти чăн-чăн мунча. Паллах, чăх-чĕп, кăркка усратпăр.
– Кăрккана Чăваш Енре усрасах каймаççĕ. Ăна пăхма йывăр-и;
– Çапла, тăрăшса пăхмалла. Ăна усрамалли тата тăрантармалли технологи ансат мар, çавăнпа кăркка чĕпписене тимлĕ пăхмалла, тивĕçлĕ температура тытса тăмалла, режимпа тăрантармалла. Çапах та ашĕ питех те пысăк пахалăхлă. Холестеринсăр. Кăркка аçи 15 килограма çити çитĕнет.
– Ачалăхран сирĕн асра мĕн юлнă;
– Пирĕн пата шкула Андриян Николаев космонавт килнĕччĕ. Вăхăчĕ урăхларахчĕ. Ачасем ун чухне хальхи пек пуян информаципе усă курайман, ĕмĕтленмешкĕн сăлтавĕсем сахалрах пулнă. Эпир пĕрмаях хоккейла выляттăмăр, эпĕ йĕлтĕрпе чупаттăм. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те футболла выляттăмăр, мана çакă килĕшетчĕ. Ас тăватăп-ха, Çĕнтерÿ кунĕнче йывăç автоматсемпе тăтăмăр, палăк уçрăмăр. Автоматран пĕрремĕш хут пени пирĕншĕн, арçын ачасемшĕн, уяв вырăнĕнче пулнă. Юнашарах кĕмĕлленнĕ çÿçлĕ ветерансем тăраççĕ. Нимĕнпе танлаштарма çук туйăм – Тăван çĕр-шыва юратас туйăм – çуралать. Çакă ĕмĕрне те манăçмасть.
– Йывăрлăхсем пулнă-и сирĕн;
– Ас тумастăп. Кăткăс самантсем пулкаланă ĕнтĕ, çапах та чи кирли – çакнашкал лару-тăрура çухалса кайманни, ĕçлени, чăтăмлă пулни. Атте эпĕ 12 çулта чухне çут тĕнчепе сыв пуллашрĕ. Çавăнпа темĕн тĕрлĕ ĕç те тума тивнĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха – вĕренме каймашкăн чарăнăва çитиччен 10 километр апат-çимĕç сумккине йăтса утма тивнĕ. Хулара пире, ял çыннисене, пропискăсăр нимĕнле талон та паман. 2 тенкĕ те 14 пус тăракан кăлпасси çине пăхайнă çеç, – пурте çапла пурăннă. Коммунизм "Химпром" склачĕсенче çеç пулнă. Правительство Председателĕ Владимир Путин Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă чухне ăнсăртран мар çапла каларĕ: "Çапла, совет вăхăтĕнче пурне те ытларах туса илнĕ, анчах та лавккара тавар çитсе пыман. Халĕ сахалрах туса кăларатпăр, лавккасенче тавар йăтăнса выртать". Ас тăватăр ĕнтĕ, самана улшăнсан пире пасар экономики вăхăтĕнче нимĕн те шутламалла мар, веçех хăй тĕллĕн пулĕ тесе каланăччĕ. Апла мар çав! Тĕнчипе шутланă, шутлать, шутлĕ те. Пирĕн веçех планламалла, шутласа палăртмалла, прогноз тумалла. Унсăрăн тырăсăр тăрса юлма пултаратпăр.
– Ял хуçалăхĕ пасар условийĕсенче патшалăх пулăшăвĕсĕр пурăнаймасть тесе шухăшлама хăнăхнă...
– Ял хуçалăхĕнче пурне те укçапа çеç виçмелле мар. Банксен ялта кредитор-заемщиксене тивĕçтермелле. Енчен те эпир веçех укçапа çеç виçетпĕр тĕк глобализаци пуçланĕ, тавар туса кăларакансем услам илес тата хăй хаклăха пĕчĕклетес тĕллевпе пахалăха япăхлатма пуçлĕç. Çакă курăнать те ĕнтĕ. Çапах та ялта пахча çимĕçе, тыр-пула ку чухнехи технологисемпе усă курса туса илмелле. Продукци стандарчĕсене тата регламенчĕсене туса хатĕрлемелле, вĕсене тытса пымалла. Потребителĕн регламента тивĕçтермен апат-çимĕç пулмалла мар.
Ахальтен мар Раççей Президенчĕ хальлĕхе, техника регламенчĕсене хамăр туса хатĕрлеймен чухне, Евроканаш регламенчĕсемпе усă курăпăр тесе пĕлтерчĕ. Кунта çирĕп тĕрĕслев кирлĕ. Тепĕр тесен Европа çыннисем хăйсем пирĕн патра аш шăрши кĕрекен кăлпассине тутанса пăхса кун пекки пулма пултарнинчен питĕ тĕлĕнеççĕ. Америкăра та, Европăра та фермерсен пĕрешкел ыйтусемех. Вĕсен ĕçне малалла тăсма хатĕр çамрăксем питех те сахал. Яш-кĕрĕм ку питех те йывăр ĕç иккенне лайăх ăнланать. Ял хуçалăхĕ вăл пур çĕрте те ял хуçалăхĕ. Çапах та Европăри фермер Раççейрипе танлаштарсан субсиди 30 хут ытларах илет.
– Енчен те çакă питех те йывăр ĕç тĕк мĕншĕн-ха эсир 25 çултах колхоз председателĕ пулса тăнă;
– Çапла килсе тухрĕ. Горбачев демократийĕ пыратчĕ, парти райкомĕ колхоз председательне темиçе кандидат тăратса суйлама хушнăччĕ. Колхоз председателĕ пулма шухăш тытнă виçĕ çынран мана суйласа илчĕç те... Каярах эпĕ 3 кун ĕçе тухмарăм, мĕн тумаллине те пĕлмерĕм. Мана шыраса тупрĕç, машинăна кĕртсе лартрĕç, правление илсе пычĕç. Ĕçлеме пуçларăм.
– Эсир ун чухне хăвăра ыттисене ертсе пыма пултаракан çын пек туйнă-и;
– Çакăн пирки нихăçан та шухăшламан. Хамăн ĕçе пурнăçланă çеç. Çынсем мана шанатчĕç. Халăх аттене – тÿрĕ кăмăллă, мĕн пур пулăма объективлă хак паракан çынна – пĕлнĕ. Çав вăхăт тĕлне эпĕ те бригадир пулса ĕçлерĕм, çынсем мана сăнатчĕç. Çакă çеç.
– Председательте мĕнле ĕçлерĕр;
– Паллах çĕр-шыв лару-тăру япăхса пынине туятчĕ. Нарăс уйăхĕ, 1987 çул. Ял хуçалăхĕнче те веçех паллăччĕ ĕнтĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăрах эпĕ 10 çул чуна парса тăрăшрăм. Çынсем ас тăваççĕ: выльăх йышĕ те çителĕклех пулнă, аш та сахал мар туса илнĕ. Ял хуçалăхĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне эпир 120-125 центнер аш-какай, 500-600 центнер сĕт туса илнĕ. 1991 çулта демократи вăй илчĕ. Пуçланчĕ вара! Ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелеме, çĕрсене валеçсе пама тытăнчĕç, дотацисемпе субсидисене чакарчĕç. Эпир ун чухне Хресченсен союзĕн председателĕпе Аркадий Павлович Айдакпа ял çыннин ирĕклĕхне хÿтĕлеме пуçларăмăр, хаçат йĕркелесе ятăмăр. Эпир те "революционерсем" пулса тăтăмăр. Каярах Айдак ывăнтăм, акă çамрăк Игнатьев пур тет. Патшалăх умне çивĕч ыйтусем кăларса тăрататтăмăр. Фермăсем мĕншĕн хупăнаççĕ, çынсем мĕншĕн ĕçсĕр юлаççĕ; Аграри партийĕ çуралчĕ, мана министр çумĕн должноçне сĕнчĕç. Урăх карьера пуçланчĕ.
– Енчен те халĕ Президент умне çакнашкал çивĕч ыйтусем кăларса тăратакан иккĕмĕш Игнатьев килсен;
– Эпĕ пурне те хăйсен союзĕсене, пĕрлĕхĕсене, ушкăнĕсене йĕркелеме, хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме сĕнетĕп. Эпĕ шанатăп: аграри секторне аталантарассишĕн хыпса çунакан пуçаруллă çамрăксем тупăнаççех.