03 ноября 2010 г.
ÇАНТАЛĂК кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр, районти ял хуçалăхĕ кăçалхи 9 уйăхра малалла аталаннă.
Январь-сентябрь уйăхĕсенче тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсем пурĕ 2431,8 тонна аш-какай, 13875,7 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, аш туса илесси 106,7 проц., сĕт туса илесси 102, 1 проц. ÿснĕ.
Уйрăммăн илсен, ял хуçалăх предприятийĕсем 279,5 тонна аш, 2115,1 тонна сĕт, килти хушма хуçалăхсем 1996,3 тонна аш, 10742,6 тонна сĕт, фермер хуçалăхĕсем 156 тонна аш, 1018 тонна сĕт туса илнĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçал фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе тухăçлăрах ĕçленĕ: аш туса илесси 107, сĕт туса илесси 111 проц. ÿснĕ.
Патшалăх килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Тăхăр уйăхра 386 хуçалăх 59 918 пин тенкĕ кредит илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вите-хуралтă тунă, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, тырă тата выльăх апачĕ туяннă.
Шăрăх та типĕ çанталăка пула ял хуçалăхĕ кăçал пысăк сиен курчĕ. Çакна шута илсе, патшалăх укçа парса пулăшать. Районти хуçалăхсем выльăх апачĕ туянма 1,6 миллион тенкĕ аванс илчĕç. Субсидин иккĕмĕш пайне выльăх шутне çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çак виçерех сыхласа хăварма шантаракансем илĕç. Сăмах тытайманнисен укçана каялла тавăрмалла пуласси çинчен те манмалла мар.