Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса

03 ноября 2010 г.

РЕСПУБЛИКĂРИ массăллă информаци хатĕрĕсем чылай районти хуçалăхсем, çанталăк шăрăх тăнипе çителĕклĕ чухлĕ апат хатĕрлесе хăварма май тупайманран выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас çул çине тăнине пĕрре мар пĕлтерчĕç, çырчĕç. Мĕн пуррине пĕтерме çăмăл-ха та, кайран ĕнсене хыçмалла пулмĕ-ши;

Ку ыйтăва район администрацийĕ те çирĕп тимлĕхре тытать. Эпир кун пек çул-йĕртен пăрăнас терĕмĕр, мĕнле пулсан та выльăхсен йышне сыхласа хăварма йышăнтăмăр, кунсăр пуçне йыша ÿстерме тĕллев тытрăмăр. Халĕ эпир 100 ĕне, 160 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 130 сысна усратпăр, вĕсенчен 15-шĕ – амасем.

Выльăх-чĕрлĕхе чи малтан мĕн кирлĕ;

Паллах, ăшă та хăтлă витесем, апат. Витесене илес пулсан, вĕсене хĕл валли çу кунĕсенчех тĕплĕн юсарăмăр. Выльăх апачĕ те çителĕклех янтăласа хăвартăмăр: утă-улăм пур, чĕлхесĕр янаварсем фуражсăр та тăмĕç. Выльăхсене пурне те хĕллехи тапхăра ăнăçлă куçарнă, вĕсене кулленех ятарлă рационпа тăрантаратпăр. Ветеринари пулăшăвĕ парасси те куçран вĕçерĕнмест.

Ĕçчен, маттур çынсем ĕçлеççĕ фермăра. Гузелия Фейзрахманова, Земземия Тизякова дояркăсене, Оксана Верьялова сысна пăхакана мухтассăм çеç килет. Мăйракаллă шултра выльăхсене вара Тизяковсен çемйи самăртать. Ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхне пулах юлашки вăхăтра ĕнесен сĕт антараслăхĕ, выльăхсен ÿт хушаслăхĕ ÿссе пыни те палăрать.

Ферма ĕçченĕсен ĕçĕ механизаторсемпе тачă çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Юлашки çулсенче çĕнĕ техника туянсах кайман пулсан та, пур пеккипе тухăçлă та перекетлĕ усă курма тăрăшатпăр. Механизаторсем тăрăшнипех кăçал выльăхсене выçлăх хăратмĕ теес килет. Кунта, паллах, Мерван Фахуртдинов, Агзам Минуллов механизаторсен тÿпи те пысăк. Пĕр тăвансем – Анатолийпе Сергей Матвеев комбайнерсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Кăçал, çавăн пекех, кĕр тыррисене 600 гектар акса хăвартăмăр, 1700 гектар çĕртме сухи тунă.

Уяв ячĕпе саламлатăп сире, уй-хир, ферма ĕçченĕсем! Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса ĕçлер. Пирĕн пуласлăх – хамăртах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика