Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен шанăçа çухатмасть

03 ноября 2010 г.

– ЯЛТИ тĕп вăй – механизатор, – терĕ калаçу пуçламăшĕнчех "Восход" СХПК председателĕ И.Павлов. – Вĕсемсĕр хуçалăх малашлăхĕ çук.

Хам та механизатор пулнăран, ертÿçĕ сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Тĕрĕс мар-и вара: трактористăн ĕçĕ юр кайсанах пуçланать те, хура кĕркунне çеç вĕçленет. Кунĕпех мазут ăшĕнче темелле кабинăри руль умĕнчи çын. Тепĕр чух вара çанталăка та пăхса тăмалла мар: вăхăтра нÿрĕк тытмалла, калчасене сÿрелесе апатлантармалла, çĕр хатĕрлесе акмалла, кайран калчасене пăхса ÿстермелле. Вырмана вăхăтлă ирттересси те механизаторсенчен нумай килет. Кăçал та хăйсен хастарлăхĕпе палăрнă вĕсем. Хальхинче кооператив председателĕ В.Буранов, Н.Степанов механизаторсене ырласа асăнчĕ. Чăннипех тăван çĕрпе çыхăннă вĕсен кăваписем, çĕр ĕçченĕсем хăйсен телейне çуркунне тăри сасиллĕ уй-хирте, çулла тыр-пул çийĕн ăрша юхнинче, кĕр енне сулмаклă пучахсенче кураççĕ, туяççĕ. Шел, кăçал çанталăкĕ питех савăнтарса каймарĕ.

Чаткассен пуçа хыçтаракан инкек çур аки умĕнех палăрнă: кĕр калчисем хĕллехи шартлама сивĕсене тÿсеймен – ирĕксĕрех пăсса çĕнĕрен акма тивнĕ. Чĕкĕнтĕрпе çĕр улми лаптăкĕсем те хăйсене пухса кĕртекенсене кĕтсе илеймен – вĕсем шĕшлĕ авăрĕпе мăйăртан пысăкрах ÿссе çитĕнеймен... Çуккине вара вăйпа илеймĕн, майĕ те çук.

Пур пек тыр-пула хуçалăхра вăхăтлă пухса кĕртнĕ, вăрлăх та хатĕрлесе хăварнă. Тен, тухăçне, çанталăка кура, хурлама та çук пулĕ – кăçал кашни гектартан вăтамран 15 центнер тырă пухса кĕртнисем нумайăнах мар. Кăçал ăнмарĕ пулсан, тепĕр çул шанăç пур тесе кунта 350 гектар ырашпа кĕрхи тулă акса хăварнă, минераллă удобренисемпе усă курнă. Калчасем тикĕс шăтса лайăх вăй илни çĕр ĕçченĕсене паянах савăнтарать, вĕсен чунне шанăç кĕртет.

Çĕр ĕçĕнче çĕртме сухи туса хăварни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçе кăçал сакăр çĕр гектар ытла лаптăк çинче пурнăçланă. Эппин, хуçалăхра çитес çулхи тухăç никĕсне хывнă теме пулать.

Чаткассем утă-улăма та вăхăтра пуçтарса упрама хунă – выльăх апачĕ çителĕклĕ таран янтăласа хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе сивĕ хĕл хăратмĕ, витесене те çу кунĕсенчех тĕплĕн юсанă. Техника паркĕнче те – çирĕп йĕрке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика