03 ноября 2010 г.
КĂÇАЛХИ çанталăк условийĕсем хресченшĕн пĕрре те çăмăл пулмарĕç. Анчах çĕр ĕçченĕсем пуçа усмарĕç, хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшрĕç. "Колос" Агрофирма» ЗАО ертÿçипе В.Захаровпа пуçарнă калаçу та шăпах çакăн çинчен пычĕ.
– Виталий Федорович, сирĕн хуçалăхăн чăвашла ячĕ мĕне пĕлтерни пуриншĕн те паллă...
– Çаплине çапла-ха та, анчах вăл кăçал хăйне тÿрре кăлараймарĕ. Кунта пирĕн айăп çук – çут çанталăкпа çапăçаймăн. Гектартан 12 центнер ытла тырă пухса кĕртни, эпĕ ас тăвасса, нихăш çул та пулман. Малтанласа шанăç кĕр тыррисем çинчеччĕ. 500 гектарччĕ вĕсем. Шартлама сивĕсене пула калчасен çурри шăнса пĕтрĕ, çак лаптăка çĕнĕрен пăсса акма тиврĕ. Юрать-ха, вăрлăхсем çителĕклĕччĕ.
– Хресчен çулпа çул пĕр пек килмессе шанать.
– Каллех "çил хирĕç вĕрчĕ": çанталăк ытла шăрăх тăнăран, ял хуçалăх культурисем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Минераллă удобренисене шеллеменни те, гербицидсемпе усă курни те, пĕтĕм агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшни те уссине ытлах параймарĕç. Вăхăтра витерсе çумăр çунине мĕн çиттĕр; Хирсем килти анкарти мар вĕт – пусăран шыв ăсса шăвараймăн.
– Çавах та;
– Механизаторсене тав тăвас килет. Кăçал тĕш-тырăсене 1000 гектара яхăн акса хăвартăмăр. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Н.Мресов, Н.Захаров, А.Петров трактористсем хастар пулчĕç, ака агрегатне А.Ф.Петров ĕçлеттерчĕ.
Вырма пирки каласан, пур пек тырпула вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртрĕмĕр. Комбайнерсен умĕнче пуçа таяс килет. Хиртен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте вара В.Петровпа О.Захаров водительсем тăрăшуллă пулчĕç.
– Виталий Федорович, юлашки çулсенче "Колос" сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерес енĕпе специализациленнĕччĕ пулас.
– Пылак тымар çимĕçе кăçал та 300 гектар акса çитĕнтертĕмĕр. Малтанласа калчасем питех çĕкленеймерĕç пулсан, юлашки çумăрсем хыççăн (ытла сахал пулчĕç çав!) самаях йăл илчĕç. Чĕкĕнтĕре кашни гектартан вăтамран икçĕршер центнер пухса кĕртрĕмĕр, сахăр заводне пилĕк пин тонна ăсатрăмăр. Малтанласа тухăç çакнашкал пуласса кĕтменччĕ.
– Кăçал кĕр тыррисене, мĕнле пулсан та, акса хăвармаллах тесе нумай калаçрĕç-ха...
– Çитес çул ăнăçлăрах пуласса шанса эпир те вĕсене çителĕклех акса хăвартăмăр. Калчасем чиперех шăтса тухрĕç, хĕл умĕн вăй илсе юлчĕç темелле. Çитес çул тухăç пысăкрах пулас шанăç та пур. Çĕртме сухине пĕтĕм лаптăк çинче туса хăвартăмăр.
– Ÿсен-тăран отраслĕсĕр пуçне хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пур.
– Сысна фермине О.Кузнецов ăнăçлă ертсе пырать. И.Андреева сысна пăхакан – кунта чылайранпа ĕçлекен опытлă ĕçчен. Сыснасен йышне ÿстертĕмĕр, хĕл каçарма вĕсен йышне 330 пуçа çитертĕмĕр. Выльăх апачĕ çителĕклех – кирлĕ чухлĕ янтăланă.
– Виталий Федорович, юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр;
– Эпĕ хам та – хресчен чунĕллĕ çын. Çавăнпа уй-хирте, фермăра, техника паркĕнче ĕçлекенсем умĕнче пуçăма таятăп. Сирĕн ĕç чăннипех те сăваплă, пархатарлă. Сăмах май, йĕтем çинчи тырра тасатса-тирпейлесе кĕлете кĕртес ĕçе йĕркелесе пынă А.Кувшинова, хушнă пур ĕçе те яланах вăхăтра пурнăçлакан Ф.Никифорова, Н.Петрова, П.Мресова тата ытти вуншар ĕçчене чун-чĕререн тав тăвас килет.