03 ноября 2010 г.
Райхаçатра "Манăн асатте" ("Манăн кукаçей") конкурс ирттернине пĕлсен эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм. Хамăн кукаçей çинчен тахçанах пурне те каласа парас килетчĕ манăн. Кукаçей пек арçынсене кĕреш юманпа танлаштараççĕ пуль чăвашсем.
Карапай Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Петр Алексеевич Галкин – ман кукаçей. Вăл вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра, 1947 çулта çуралнă. Çемьери аслă ывăл пулнăран тата çулне кура мар тĕреклĕ ÿснĕрен йывăр ĕçе ачаллах кÿлĕннĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл юлташĕсемпе пĕрле Казахстанри механизаци шкулне çул тытнă. Икĕ çул вĕренсен, алла механизатор пулнине çирĕплетекен удостоверени илсен тăван яла таврăннă. Çак документ Петр Галкинăн малашнехи шăпине татса панă, унăн пурнăçне ĕмĕрлĕхех техникăпа çыхăнтарнă. Çамрăк каччă тăван колхозра тракторист, комбайнер помощникĕ пулса вăй хунă. 18 çула çитсен салтак атти тăхăннă. Техникăна чухланăран маттур салтакăн служби авторотăра иртнĕ. Служба срокĕ вĕçленсен каччă Карапай Шăмăршă ялнех таврăннă. Тăван колхозра тракторпа çулран-çул ака-суха ĕçĕсем тунă вăл, комбайнпа тыр-пул пуçтарнă. Кунсăр пуçне автомашинăпа та ĕçленĕ (водитель правине салтака кайичченех илнĕ). Çав вăхăтрах мăшăрĕпе (кукамайпа) – Елизавета Кирилловнапа пĕрле капмар çурт çĕкленĕ, виçĕ хĕр çитĕнтернĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă.
Кукаçей ăста та маттур механизатор, шофер пулнине тĕрлĕ çулта илнĕ Хисеп грамотисемпе знаксем те çирĕплетеççĕ. 1975 çулта ("За достигнутые успехи в развитии народного хозяйства СССР") ВДНХан пăхăр медалĕ ялтăртатнă унăн кăкăрĕ çинче. 1980 çулта сумлă знакпа ("Победитель социалистического соревнования") наградăланă.
Кукаçейĕн ĕç стажĕ питĕ пысăк. Тĕрлĕ çулсенче "Елочка" санаторире автобуспа, Шăмăршăри вăрман пунктĕнче трелировочнăй тракторпа ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче 50 урлă каçнă механизатор ĕçсĕр тăрса юлнă. Анчах пуçне усман кукаçей, кÿршĕллĕ Ульяновск облаçĕ, Тутарстанри Çĕпрел еннелле çул тытнă. Вырма тапхăрĕсенче хапăл тусах йышăннă ÿркенмен чăваша, пултаруллă комбайнера.
"Петр Алексеевич, сире питĕ ăста механизатор тесе шутлаççĕ, – тенĕ ăна пĕррехинче тутарсен колхозĕн председателĕ. – 7 çул каялла вĕр-çĕнĕ комбайн туянтăмăр, унпа пĕр çул чиперех ĕçлерĕмĕр. Тепĕр çулхине чăхăмласа лартрĕ те, унтанпа никам та кăлтăкне тупса тÿрлетеймерĕ. Эсир юсасса темшĕн шанатăп эпĕ", – сăмахне вĕçленĕ хуçа.
Кукаçей çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Шанăçа тÿрре кăлармалла, намăс курмала мар унăн. Хăйне пулăшма (гайка, болт, ключ парса тăма) аслă мăнукне, 9-мĕш класс пĕтернĕ Руслана, манăн тетене, илсе кайнă. Арçын ача ĕç çумне çыпçăнтăр, техникăна ăнланма, юратма вĕрентĕр тенĕ.
Чăнах та, тапраннă вырăнтан юнтармăш комбайн. Хир карапĕпе ылтăн тырă пуссине мăнаçлăн ишсе тухнă кукаçей. Руле тытса пыракан кукаçейпе юнашар, моторăн пĕр тикĕс кĕрлевĕпе киленсе, Руслан тете тăнă. Автомашинипе килсе чарăннă председатель çакна курсан ал çупсах янă:
– Маттур, маттур, Алексеич! Рехмет!
Тыр-пула пуçтарса кĕртсен кукаçей ĕç укçи вырăнне 15 тонна (!) тырă илсе таврăннă.
Ĕçне кура – хисепĕ те мулĕ!
Хальхи вăхăтра кукаçей кил-таврашĕнче кăштăртатать. Пире ырă канашсемпе пулăшать. 6 мăнукне чунтан савать.
Иртнĕ хĕлле кукаçей ман пата килчĕ те: "Артем, ачамккă, компьютер питĕ хăватлă техника, анчах ун тÿммисене кăна пусса ларнипе сывлăхлă пулаймăн, хул-çурăмна çирĕплетеймĕн. Атя-ха, лавккана – йĕлтĕр туянма. Ăслă кăна мар, сывлăхлă та пулмалла", – терĕ.
Кукаçей хаçат-журналпа, кĕнекепе питĕ туслă. Эпир илемлĕ литература сахалтарах вуланăшăн кăштах тарăхать те вăл.
Эпĕ хамăн кукаçее питĕ юрататăп, унпа мухтанатăп!