Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплеççĕ вĕсене ялта

03 ноября 2010 г.

ИККĔШĔ те пĕр çулта çуралнă вĕсем, кăçал хăйсен çитмĕл çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Сăмах кунта учитель-мăшăрсем – Артемьевсем çинчен пырать. Ефросиния Степановнăпа Анатолий Яковлевич Кивĕ Чукалти вăтам шкулта нумай çул ĕçленĕ, кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă. Иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕ.

Е.Артемьева Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – Степан Гордеевич Гордеев – Аслă Отечественнăй вăрçăран тавранăйман, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăррăн пуç хунă. Амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Пурнăç йывăртарах пулнăран Ефросиньйăн ирĕксĕрех каçхи шкулта вĕренме тивнĕ. Çак хушăрах хĕр "Союзпичет" киоскĕнче те ĕçленĕ. 1961 çулта алла аттестат илсен вăл Чăваш патшалăхăн педагогика институчĕн биологи факультетĕнче вĕренме тытăннă, унтан 1966 çулта вĕренсе тухнă. Дипломлă çамрăк специалиста Кивĕ Чукал шкулĕнче ĕçлеме направлени панă. Ун чух вăл сакăр çул вĕренмелли шкул çеç пулнă.

Ефросиния Степановна ĕмĕрĕпех ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Вĕренекенсем унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Тăрăшулăхпа хастарлăхшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Е.Артемьевана РСФСР çут ĕç министерствин, çут ĕç работникĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ефросиния Степановна темиçе çул шкул директорĕ, каярахпа завуч пулнине те палăртса хăвармалла. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă вăл.

Анатолий Яковлевич хамăр районтах, Ирçе Тĕккинче çуралса ÿснĕ. 1969 çулта Канашри педагогика училищине пĕтернĕ, кайран Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Малтанласа вăл Никишинăри шкулта географи, нимĕç чĕлхи учителĕнче ĕçленĕ.

1965 çулта А.Артемьев Кивĕ Чукала куçса килнĕ, каллех ачасене вĕрентме тытăннă. Пуçламăш классене вулама-çырма, хушма-кăларма вĕрентнĕ. Каярах аслă классенче вырăс чĕлхипе литератури урокĕсене илсе пынă. 1992 çултанпа вара вăл шкулта ОБЖ вĕрентнĕ, юрă урокĕсене те ирттернĕ. Çав вăхăтрах учитель шкулти хор кружокне те ăста ертсе пынă. Анатолий Яковлевич хăй те юрра-ташша ăста, художество пултарулăх ĕçне халĕ те хастар хутшăнать.

Хисеплеççĕ Артемьевсене ялта. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем шкулта та яланах кĕтнĕ хăнасем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика