10 ноября 2010 г.
НОЯБРĔН 3-мĕшĕнче Шăмăршăра районти ял ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене савăнăçлăн чысларĕç.
Ял ĕçченĕсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П. Дмитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Н.Никифоров ăшшăн саламларĕç, пурнăçра тата ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăр, районти çĕр ĕçченĕсем кăçал кашни гектартан 10,4 центнер тырă, 81 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ, пÿлмесене 4312 тонна тырă хывнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те йывăрлăхсене парăнмасăр малалла аталанать. Вунă уйăхра, пĕлтĕри çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш туса илесси 107 процент, сĕт туса илесси 105 процент ÿснĕ. Пухура ĕçре малта пыракансене ятран асăнчĕç, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Уяв районти культура ĕçченĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ чаплă концертпа вĕçленчĕ.
"Тавах сана, уй-хир ĕçченĕ,
Эс çăкăр çитерен пире.
Эс пуррипех çĕр-шыв илемлĕ,
Сана савса юрлать чĕре!" – чуна хумхантарса шăранчĕ илемлĕ юрă Шăмăршăри Культура керменĕнче.