10 ноября 2010 г.
МИЛИЦИОНЕРСЕН професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕпе, милици подполковникĕпе К.С.Махмутовпа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Курбангали Сейфуллович, хамăрăн калаçăва 2010 çулхи 10 уйăхра туса ирттернĕ оперативлă ĕçсенчен, танлаштаруллă сведенисенчен пуçлар пулĕ.
– Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал район территорийĕнче преступлени тăвасси кăштах чакнă. 2010 çулхи 10 уйăхра 165 пресупление регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 168 преступление шута илнĕччĕ. Преступленисен 94,8 процентне уçса панă. Ку, тÿрех каламалла, республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.
Уйрăммăн илсен, кăçал çынна вĕлересси (пĕлтĕр – 2 факт, кăçал – 3), çынна хĕнесе вăтам шайри сурансем кÿресси, ултавлă (мошенничество) тата хулиганла ĕçсем тăвасси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси, çул çитменнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухасси ÿснĕ. Çынна йывăр суранласси, хĕнесси, вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, уççăн çаратасси (грабеж), экономика преступленийĕсем тăвасси, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркисене пăсасси, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем кукăр çул çине тăрасси чакнă. Çынна хĕнесе асаплантарса пурăннă, хурах пуснă (разбой), ирĕксĕрлесе укçа ыйтнă, хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрланă фактсем пĕлтĕр те, кăçал та пулман.
– Халĕ пур ĕçре те компьютер технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ...
– Милици ĕçĕ-хĕлĕнче те компьютер пулăшăвĕпе анлăн усă куратпăр. Пайри пур службăсен кабинечĕсене те çĕнĕ йышши компьютерсем вырнаçтарнă. Право йĕркисене пăснă граждансем пирки пирĕн сотрудниксем компьютерпа усă курса хăйсене интереслентерекен хуть мĕнле сведени те илме пултараççĕ. Урăх регионсенчен те шутлă минутсенчех тивĕçлĕ информаци илме пулать.
ГИБДД службинче те компьютерпа анлăн усă кураççĕ, шыравра тăракан автомашинăсем, авари тунă хыççăн тарса кайнă водительсем пирки сведенисем илеççĕ. Çак службăна хальхи чи çĕнĕ приборсемпе тивĕçтернине те асăнса хăварас килет.
– Пайри автопарк пирки мĕн калама пулать;
– 2006 çултанпа паркри пĕтĕм транспорта çĕнĕ автомашинăсемпе ылмаштарнă. Оперативлă ĕçсене туллин пурнăçласа пыма халĕ районти шалти ĕçчен пайĕн автотранспорт çителĕклĕ. Милицин участковăй уполномоченнăйсене те служба автомашинисемпе тивĕçтернĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен администраци çурчĕсенче уйрăм кабинет уйăрса панă. Участковăй уполномоченнăйсем граждансене хуть мĕнле ыйтупа та йышăнаççĕ.
– Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе тата Шалти ĕçсен министрĕн Приказĕпе килĕшÿллĕн, 2010 çулта милици йышне 12 процент, 2011 çулта 12 процент чухлĕ чакарма палăртнă...
– Çак хушусене çирĕп пурнăçлатпăр. Кăçал январьтен пуçласа шалти ĕçсен районти пайне çĕнĕ сотрудниксене ĕçе илмен. Пенсие тухнă милиционерсем, урăх çĕре ĕçлеме куçнисем вырăнне те çĕнĕ çынсем йышăнман. Çапла вара, кăçал штатсене чакармалли плана сотрудниксене ĕçрен хăтармасăрах пурнăçларăмăр. Килес çул та çаплах пуласса шанатпăр. Эпир лайăх ăнланатпăр: срок çитмесĕрех милици службинчен хăтарни çыннăн чĕрине чылайлăха суран хăварма пултарать. Чылайăшĕн – çемье, çул çитмен ачасем.
– Професси уявĕ умĕн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусемпе пыракан сотрудниксене ятарлă званисем, Хисеп хучĕсем пама тăратрăр пулĕ;
– Паллах. Тивĕçлисем, срок çитнĕ май званисем илĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствисен тĕрлĕ наградисене тивĕçнисем те чылайăн.
Манăн сотрудниксене нихăшне те уйрăммăн мухтаса хăварас килмест. Пайри милиционерсем пурте оперативлă ĕçре лайăх енчен кăтартаççĕ, преступленисемпе кĕрешес, административлă йĕркелĕхе пăхса тăрас, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.
Сăмахăма вĕçленĕ май, пайри мĕн пур сотрудниксене, милици ветеранĕсене, вĕсен çемйисене Милици кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.