Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк оперуполномоченнăй

10 ноября 2010 г.

ШĂМĂРШĂРИ Андрей Филиппов шкулта вĕреннĕ чухне милиционерсен ĕç-хĕлне, вĕсен паттăрлăхне сăнлакан кинофильмсем пăхма, кĕнекесем вулама юратнă. Аслă классенче «Манăн пулас професси» сочиненире вăл çапла çырнă: «Эпĕ милици офицерĕ пулма ĕмĕтленетĕп. Саккуна пăсакан çынсемпе кĕрешекен хăюллă çынсемпе юнашар ĕçлес килет манăн».

2003 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Андрей экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕн курсанчĕ пулса тăнă.

2006 çулхи сентябрьте курсантсене малтанхи офицер званийĕ парса республикăри хуласемпе районсен шалти ĕçсен пайĕсене практикăна янă. Филиппов кĕçĕн лейтенант тăван района кайма назначени илнĕ.

Пайра çамрăк офицер милицин Пăчăрлă Пашьел участокĕнчи уполномоченнăйĕн должноçне йышăннă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă Андрей Юрьевич, шанса панă административлă участокра право йĕркисем хуçаланччăр тесе çине тăрса ĕçленĕ. 2007 çулхи февральте диплом ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн та çак участокрах вăй хунă.

Преступленисене уçса парассинче профессилле ăсталăх кăтартнине шута илсе, 2009 çулхи май уйăхĕнче пай начальникĕ Андрей Филиппова уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕн должноçне куçарнă. Милици аслă лейтенанчĕ паянхи кун та çак ĕçрех тăрăшать.

– Андрей Юрьевич – хăйĕн ĕçне чунтан парăннă сотрудник, – терĕ районти криминаллă милици начальникĕ А.М.Алексеев подполковник. – Уголовнăй шырав ушкăнĕ кăçал нумай преступление тăрă шыв çине кăларчĕ. Кунта, паллах, Филипповăн тÿпи те пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика