Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эп арăм-и, арăм мар-и;"

10 ноября 2010 г.

ХĔрпе каччă паллашса туслашни, чĕрисенче çуралнă асамлă туйăм вăйлансах пынине сиссен ЗАГСа кайса мăшăрланни, çемье çирĕп пултăр тесе ĕмĕрĕпех тăрăшни питĕ лайăх. Анчах, шел, юлашки вăхăтра çырăнмасăрах арлă-арăмлă пурăнакансен шучĕ ÿссе пырать.

Кăмăллах мар пулăм чăвашсен хушшинче те вăй илме пуçлани шухăшлаттарать. Çакна пикесем те сивлеменни: "Халĕ пурте çапла пурăнаççĕ те – мĕн намăсĕ пултăр;" – тени чăнласах тĕлĕнтерет. Чăваш хĕрĕсем мĕн авалтан сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăнă теме хăнăхнă та – çак пахалăхсене паянхи хĕр-упраç çухатрĕ-ши вара; Е кăмăл-сипет, ÿт-пÿпе чун тасалăхĕ мĕн иккенне манчĕ-ши; Хăйсем çапах та пĕрле пурăнакан каччăна (арçынна) "манăн упăшка" теççĕ. Тĕрĕссипе, вăл нимĕнле мăшăр та мар, еркĕн çеç. Хутшăнусене ЗАГСра çырăнса е чиркÿре венчете тăрса çирĕплетмесен упăшка пекки ыранах урăххине тупма пултарать. Унăн хăйне апат пĕçерсе çитерекен, кĕпи-йĕмне çăвакан, каçхине вара ачашлакан хĕрарăм умĕнче нимĕнле яваплăх та, парăм та çук.

Социологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çырăнмасăрах пĕрле пурăнакан пикесенчен 92 проценчĕ тĕрлĕ анкетăра "эпĕ качча кайнă" тесе палăртать, çав хушăрах çакнашкал ушкăнри каччăсен 85 проценчĕ хăйне хусах тет. Статистика кăтартăвĕсене ĕненес тĕк 20 çула çитменнисем хушшинчи кашни виççĕмĕш мăшăр хутшăнăвĕсене официаллă майпа регистрацилемест, 20-24-рисен йышĕнче – кашни пиллĕкмĕш, 25-рен аслăраххисенчен – кашни вуннăмĕш. Куратпăр: туй тумасăрах пĕр хваттерте (пÿлĕмре, çуртра) пурăнма ытларах чухне çамрăксем кăмăлаççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче ирттернĕ ыйтăм та çакнах çирĕплетет. Вĕсенчен 85 проценчĕ ирĕклĕ хутшăнусем лайăххине палăртнă. "Паспортра штамп çукки пĕр-пĕрне юратакан çынсен туйăмĕсене япăх витĕм кÿмест", – тенĕ чылайăшĕ. Арçынсенчен нумайăшĕ ирĕклĕхне çухатасран, авлансан çуралакан тивĕçсене пурнăçлаймасран шикленнине систернĕ. "Çырăнмасăрах пĕрле пурăнни - официаллă мăшăрлану патне тунă пĕрремĕш утăм. "Упăшкипе арăмĕ" ята илтиччен юратакансем пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлни, туйăмĕсене тĕрĕслени пĕрре те япăх мар", – ăнлантарнă виççĕмĕшсем.

"Паспортра штамп пурри ниме те пĕлтермест. Пире кун пек те лайăх", – текенсем пĕрле 3, 5,10...çул пурăнма, ача-пăча çуратса ÿстерме те пултараççĕ паллах. Папки çут тĕнчене килсен вĕсем ăна ят хураççĕ, çакна çирĕплетекен хута илеççĕ. "Ку хут пире кирлĕ мар, тĕпренчĕкĕмĕрĕн ятне ахалех пĕлетпĕр", – темеççĕ вĕт-ха вĕсем.

Тен, маларах асăннă утăма хăшĕ-пĕри укçа ытларах илес тесе те тăвать-тĕр. Патшалăх пĕччен амăшĕсене пăрахмасть-çке, тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать. Анчах кирек мĕнле патак та икĕ вĕçлĕ. Калăпăр, çырăнман мăшăрсем, уйрăмах ачасăррисем, çемьесене паракан çăмăллăхсемпе усă кураймаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант пур. Паспортри штамп, хăшĕ-пĕриншĕн вак-тĕвек çеç шутланаканскер, мăшăрсен пурлăх тата ытти правине хÿтĕлет. Турă алла сиртĕр те – анчах юратнă арçыннăр ăнсăртран вилсе кайрĕ тĕк, калăпăр, автокатастрофăна лексе, эсир пĕрле пуçтарнă пĕтĕм пурлăх унăн тăванĕсен аллине куçма пултарать. Документсене ĕненес тĕк эсир уншăн никам та мар-çке. Çавăнпа та, юристсенчен ытларахăшĕн шухăшĕпе, çырăнмасăрах пĕрле пурăнни – йăнăш утăм.

Ирĕклĕхе юратакан, яваплăхран шикленекен арçынсем пирки. Эсир ун патĕнче пурăнатăр тăк питĕ асăрхануллă пулмалла. Хĕрарăм хваттерте мĕн те пулин улăштарас тет тĕк, калăпăр, çĕнĕ чÿрече каррисем туянать, упăшка пекки тарăхса кайма пултарать. "Кунта санăн нимĕн те çук", – тесе ăна кăларса ярас хăрушлăх та пур. Качча каймасăрах хăйне арăм тесе шухăшлаканскер арçыннăн ашшĕ-амăшне килĕшмесен лару-тăру пушшех йывăрланать. Вĕсем унăн çитменлĕхĕсем пирки ывăлне час-часах аса илтерсе тăрĕç, ăна пăрахма хистĕç. Яваплăхран хăракан арçынсем хĕрарăмăн çие ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ. Этемлĕхĕн черчен çурри ЗАГС пирки калаçма пуçласан е унăн хырăмĕ ÿсме тытăнсан вĕсем ăна пăрахса кайма та пултараççĕ. "Те манăн ача-ха вăл; Тен, эсĕ манпа çеç мар, урăххисемпе те савăшнă;" – теме именменнисем те пур. Хутшăнусене официаллă майпа регистрациленĕ тĕк сĕмсĕрскере алимент тÿлеттерме пулатчĕ-ха, капла вара пĕчĕкскере амăшĕсĕр пуçне кам хÿтĕлĕ; Ун пек арçынсем чылай чухне пепкине пачах та пулăшмаççĕ.

Ашшĕсĕр çитĕнекен ачасен пурнăçĕнче япăх пулăмсем татах та пур. Медицинăпа социологи тĕпчевĕсем çакна палăртнă: ку ушкăнри шăпăрлансем каярах юлса тата япăхрах калаçма пуçлаççĕ. Хăшĕсен психики те хавшакрах, çавна май вĕсем кутăнлашма юратаççĕ, хăйсене вăхăт ытларах уйăрма ыйтаççĕ. Амăшĕн кăмăл-туйăмĕ пепкесене пысăк витĕм кÿрет. Специалистсен шучĕпе, тулли мар çемьесенчи ачасен тата çул çитмен çамрăксен саккуна пăсас, вĕсем алкогольпе е наркотикпе иртĕхме пуçлас, проституци çулĕ çине тăрас хăрушлăх пысăкрах та иккен. Тем тесен те – пепкене арçын воспитанийĕ кирлех çав. Ашшĕне курмасăр ÿсекен арçын ачасем чылай ĕçе хăнăхаймаççĕ. Амăшĕпе çеç çитĕннĕ хĕрача вара нумай чухне хăй те качча каймасăрах çуратать е арçынсене курайми пулать.

Çырăнмасăрах арлă-арăмлă пурăннине тĕне ĕненекенсенчен ытларахăшĕ аскăнчăклăхпа танлаштарать. Вĕсен шучĕпе, пĕр-пĕрне шанман çынсем çеç хутшăнăвĕсене общество тата Турă умĕнче çирĕплетме васкамаççĕ. "Арçынпа хĕрарăм венчете тăни – çемьеллĕ пурнăçа чиркÿ пил пани", – теççĕ пачăшкăсем. Çакна та палăртар: хальхи вăхăтра чиркÿсенче ЗАГС органĕсенче çырăннă мăшăрсене çеç венчете тăратаççĕ. "Паянхи кун хутшăнусене регистрацилемесĕрех пурăнасси модăра. Анчах çемье тулашĕнчи ÿт-пÿ çыхăнăвĕсем çыннăн чыслăхне пĕтереççĕ. Çакнашкал çыхăнусен шучĕ мĕн чухлĕ ытларах –этем çавăн чухлĕшанчăксăртарах. Вăл килĕшÿпе çураçу çулĕсене те шырама пĕлмест. Ÿт-пÿ хутшăнăвĕсем малти вырăна тухсан пĕрле пурăнакан çыннăн пĕлтерĕшĕ чакать. Каярахпа хĕрÿлĕх те иртет, пĕр-пĕринпе кăсăкланасси пĕтет. Çынсене çакă телейсĕр тăвать", – тенĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл.

Хутшăнусене официаллă майпа регистрацилемесĕрех пĕрле пурăнмалла-и е çук-и; Паллах, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах татăклă утăм тăвиччен малтан тĕплĕн шухăшламалла. Унсăрăн йăнăш ытла хакла ларма пултарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика