Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр пурнăç –нушаллă

13 ноября 2010 г.

ЭПĔ, Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан иккĕмĕш ушкăн инваличĕ Александр Александрович Тутаев, сирĕн пата чун ыратнипе çыратăп.

Пирĕн урама кăçал шыв колонкисем вырнаçтарчĕç, темшĕн, 19 çуртран 4 килĕ енне чавмасăр хăварчĕç. Шывсăр пурнăç питĕ нушаллă, тата кăçал пусăсем те типрĕç. Колонка пирки ял поселенийĕн администрацине те пĕлтертĕмĕр, анчах усси пулмарĕ. Пирĕн еннелле чавма проект çук имĕш. Проектне мĕншĕн туман, мĕншĕн утма-ĕçлеме пултарайман инвалид çемйине пăрса хăварнă;

Тĕлĕнмелле те, ĕçне туман пулсан та урама шыв кĕртнĕ тесе укçа ыйтма килчĕç. Кăнтăр кунĕнчех мăшкăлаççĕ мар-и;

Камран пулăшу кĕтсе илмеллине те пĕлместпĕр. Шыв вара кашни кунах кирлĕ.

Хаклă редакци! Тен, хаçатра çырнă хыççăн пирĕн çурт умне çити те шыв пăрăхĕ тăсĕç. Хаçат та пулăшаймасан, Шупашакара е Мускава çырмалли çеç юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика