13 ноября 2010 г.
ОКТЯБРĔН 28-МĔШĔНЧЕ Шупашкарта республикăри Ветерансен совечĕн VI отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан икĕ делегат (П.И.Фомин тата эпĕ) хутшăнчĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Республикин Ветерансен совечĕн председателĕ А.Ф.Филиппов тухса калаçрĕ. Вăл советăн 2005-2010 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пĕрлех Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă тĕрлĕ мероприятисем çинче те чарăнса тăчĕ докладчик. Вăрçă участникĕсемпе тыл ветеранĕсен яланхи пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе тăрасси вырăнсенчи ветерансен совечĕсен тĕп тивĕçĕ пулнă. Ку вăл малашне те çаплах пулĕ. Юлашки çулсенче ветерансене медицина пулăшăвĕ парасси чылай лайăхланнă. Больницăсенче вĕсем валли пур çĕрте те уйрăм палатăсем пур. Инвалидсене тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтересси те пурнăçланса пырать.
Çавăн пекех отчетлă докладра хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăнса хăварчĕ председатель.
Отчетлă доклада сÿтсе явма республикăри тĕрлĕ районсенчи ветерансен совечĕсен председателĕсем хутшăнчĕç, хăйсем вырăнсенче туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕç.
Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе юлашкичен Постановлени йышăнчĕç, Ветерансен совечĕсем умĕнче тăракан задачăсене палăртрĕç.