13 ноября 2010 г.
ХАВАСЛĂ кăмăлпа, ăшă йăл кулăпа кĕтсе илет вăл яланах апат-çимĕç туянма килнĕ çынсене. Тавар туяннă чухне кăна мар, ытти чухне те чунтан калаçма пулать çак çамрăк хĕрарăмпа. Кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултарать сутуçă: ваттипе ватăлла, ачапа ачалла калаçать.
Ачаранах хăйĕн çуралнă кĕтесне юратса ÿснĕ Шăмăршăри И.Трофимова. Шкулта вĕреннĕ чухнех ытарайми, чуна çывăх вырăнтан хулана каймастăпах тесе тĕв тунă Ирина. Кунти кашни урампа тăкăрлăк, çырма-çатрасемпе юхан-шывсем, хыр вăрманĕ, ешĕл çарансем уншăн çывăх та илĕртÿллĕн туйăннă. Чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă асамлă тавралăха вăл нихăш хулапа та улăштарма килĕшмен. Канаш хулинче, экономикăпа технологи колледжĕнче вĕреннĕ чухне эрне вĕçленсех тăван яла васканă хĕр. Кунта сывлăш та уçăраххăн туйăннă, шывĕ те тутлăраххăн ĕçĕннĕ.
Вĕреннĕ вăхăт та хыçа юлнă. Малалла пултаруллă хĕршĕн пур алăк та уçă пулнă. Çамрăкскер, каçсерен тантăшĕсемпе клуба тухнă, ташланă,савăннă. Паллах, çырла сăнлă, шăпчăк саслă, çепĕç чунлă хĕр хыççăн каччăсем чупнă. Иринăн чĕри вара вĕсен хушшинче пĕриншĕн çеç çуннă, мăшăр куçĕ ăна çеç шыранă. Çак ял каччи Владик хăйĕн япшар чĕлхипе, уçă кăмăлĕпе илĕртнĕ хĕре. Туслă çÿренĕ хыççăн вĕсем пĕр çемье çавăрнă, шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнма пуçланă. Малтанласа çамрăксем Владикăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăннă. Аслă ывăл пулнăран, вĕсем хăйсен йăввине çавăрмаллине те ăнланнă. Аслисем пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе Шăмăршăра çĕнĕ çурт çĕкленĕ Трофимовсем. "Çĕнĕ кайăксем" те хутшăна пуçланă вĕсен. Икĕ хĕр çитĕнтереççĕ Иринăпа Владик.
Ирина хăйĕн ĕçне те йĕркелесе яма пултарнă. Халĕ вăл "Березка" лавккара тăрăшать, çынсене апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Вăл лавккана кĕрекен кашни çынпа кăмăллăн калаçать. Ăна курсан чунри ăмăр çанталăк та сирĕлет, кăмăл-туйăм çĕкленет. Мăшăрĕ те – Владик – маттур та ĕçчен арçын. Пур ĕçе те пултарать вăл. Унăн аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать.
Трофимовсен хăтлă кил-çуртĕнче мĕн кирли веçех пур. Яланах тирпей-илем хуçаланать кунта. Выльăх-чĕрлĕхсĕр те пурăнмаççĕ вĕсем. Ял çынни выльăхсăр кил картине тăлăххăн курать. Ирина, туйăмлă та илеме чунпа курма пĕлекен çамрăк хĕрарăм пулнăран, чечексене юратать. Çу кунĕнче вĕсен пахчи вун-вун тĕслĕ чечекпе тулать, иртен-çÿрене савăнтарать. Хăйсем валли пахча çимĕçне те туса илеççĕ, ытлашшине сутаççĕ.
Мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ Трофимовсем. Иринăпа Владикăн тĕллевĕ – ачисене ÿстерсе çын тăвасси. Вĕсенче вĕсем пурнăç илемне кураççĕ.