Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх пурнăçа – хамăр алăпа

13 ноября 2010 г.

ХАЛЬХИ саманара кил картинче выльăх-чĕрлĕх усрамасан ял çыннине хăйĕн пурнăçне саплаштарса пыма çăмăлах мар. Сĕт сутса, вăкăр, сысна çитĕнтерсе çемье бюджетне самаях пуянлатма пулать. Укçа-тенкĕ пулмасан пĕр утăм та пусма çук. Çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ Тури Чаткас ялĕнче пурăнакан Козловсем.

Владимирпа Ирина хăйсем лартнă хăтлă çуртра пурăнаççĕ. Картиш тулли выльăх тытаççĕ. Икĕ ĕне, вăкăрсем, лаша, сыснасем усраççĕ.

Килĕшÿллĕ çемьере ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ: асли шкула, кĕçĕнни садике çÿрет. Владимир коллективлă предприятире трактористра тăрăшать. Ирина та тăван хуçалăхрах вăй хурать. Тăрăшуллă та ĕçчен мăшăр пĕр ĕçрен те пăрăнса юлмасть. Ялта та хисепре Козловсем.

"Çуралнă кĕтесре юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, – чунне уçать Владимир. – Ялта ÿснĕ ачасем пурте хулана тухса кайса пĕтсен çĕр çинче кам ĕçлĕ,кам тырă-пулă çитĕнтерсе çăкăр çитерĕ; Ял ачин хура ĕçрен пăрăнмалла мар. Ÿркенмесен, ĕçрен хăрамасан ялта та лайăх пурăнма пулать. Халĕ ун валли пур условисем те пур".

Владимир Козлов каланă сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма майĕ те çук. Ара, ĕç çынна илем кÿрет, ĕçчен алă çынна, çемьене тăрантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика