Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă ыйтусене хăвăрт татса памалла

17 ноября 2010 г.

Инвестици валли уйăракан бюджет укçипе усă курасси, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли хваттер парасси, «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе тактики" форума мĕнлерех хатĕрленни – çак ыйтусене сÿтсе явнă ноябрĕн15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ кашни эренере ирттерекен планеркăра.

Экономика аталанăвĕн тата суту-илÿпе промышленоç Министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх – кăçалхи 10 уйăхра инвестици программисем валли уйăрнă бюджет укçи-тенкин пысăк пайĕпе усă курнă. Федераци бюджечĕ çинчен йышăннă саккун тăрăх Чăваш Республикине 1895,7 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. 2010 çул пуçланнăранпа федерации бюджетĕнчен 1775,4 млн тенкĕ (çулталăкри лимитсен 93,7 процентне) уйăрнă.

2010 çулхи 10 уйăхра республикăри адреслă инвестици программин мероприятийĕсене пурнăçлама 2342,7 млн тенкĕ е бюджет инвестицийĕсен çулталăкри лимитĕнчен 81,5 процент (2873,5 млн тенкĕ) уйăрнă. Республикăри хăш-пĕр муниципалитетра шыв пăрăхĕсем вырнаçтарма тата тасатмалли сооруженисем тума уйăракан укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курманни уйрăмах пăшăрхантарать. Унта ĕçсене пурнăçлакана палăртнă чухне ĕçе юриех тăсса пыраççĕ. «Хисеплĕ ĕçтешсем, эпир халĕ нумай калаçма пултаратпăр, анчах та çулталăк вĕçленсе пырать», – тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл бюрократи чăрмавĕсене çĕнтерсе мĕн пур документпа, контрактпа маллала ĕçлеме, укçа - тенкĕ вăхăтра уйăрма, палăртнă объектсене вĕçлеме ыйтнă. «Ку - манăн принциплă позици», - пĕтĕмлетнĕ ЧР Президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика