Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем – ял малашлăхĕ

17 ноября 2010 г.

ÇАМРĂКСЕМПЕ ĕçлекен чи лайăх Канаша палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ республика конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. 15 финалист хушшинче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ çумĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен Канаш çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Çакна палăртмалла: Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çамрăкĕсем чăннипех те пуçаруллă тата ĕçе юратнипе палăрса тăраççĕ. Ял халăхĕн 20 проценчĕ ытла 14-30 çулсенчи çамрăксем. Чылайăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Ял поселенийĕн территорийĕнче 12 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Социаллă программăсемпе килĕшÿллĕн, çамрăк çемьесем çĕнĕ çурт-йĕр çавăраççĕ, атте-анне çĕрĕ çинче тымар яраççĕ. Юлашки çулсенче кăна-ха çамрăк çемьесен виçĕ урамĕ ÿссе ларчĕ.

Каччăсемпе хĕрсем ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлеççĕ. Ялта тĕслĕхлĕ библиотекăпа Культура çурчĕ ĕçлеççĕ, вĕсенче тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ. "Темп" команда хоккей тата футбол вăййисенче ырă тĕслĕх кăтартать, районта малти вырăнсене çĕнсе илет.

Ял çамрăкĕсен вăйĕпе стадион тата хоккей коробки тунă.

Республикăра мала тухни лăпланса лармалла тенине пĕлтермест. Çамрăксем çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика