Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх символикине пĕлессипе – конкурс

17 ноября 2010 г.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсен историйĕсене ачасемпе çамрăксене вĕрентес, вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ тапхăрĕсенчи символикăн пĕлтерĕшĕпе паллаштарас, патриотизмпа гражданлăх туйăмĕсене вăйлатас тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ конкурс йĕркелерĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 731 вĕренекен асăннă темăпа хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслерĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне эксперт комиссийĕ район конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Манăн район гербĕ" номинацире вăтам классенчи ачасем хушшинче А.Шамеев (Шăмăршă вăтам шкулĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. "Тĕпчев ĕçĕсем" номинацире вăтам классем хушшинче К.Матвеева (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ) – пĕрремĕш, В.Сергеев (Васан шкулĕ) – иккĕмĕш, А.Петрова (Шăмăршă шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. "Литература творчестви – Поэзи" номинаци тăрăх кĕçĕн классенчи А.Тимофеев (Шăмăршă шкулĕ) – иккĕмĕш, К.Саландаева (Шăмăршă шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вăтам классем хушшинче çĕнтерÿçĕ Дипломне Д.Семенова (Шăмăршă шкулĕ) тивĕçнĕ. "Литература творчестви – Проза" номинацире вăтам классенчи ачасем хушшинче Р.Кафизова (Патирек шкулĕ) – пĕрремĕш, Т.Медведева (Карапай Шăмăршă шкулĕ) – иккĕмĕш, А.Бакланова (Анат Чаткас шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Аслă классенчен çĕнтерÿçĕ Дипломне В.Ильинана (Шăмăршă шкулĕ) пама йышăннă.

Пуçламăш классем хушшинче "Декораципе ал ĕç ăсталăхĕ" номинацире А.Милюшкина – пĕрремĕш, Е.Емельянов – иккĕмĕш, М.Ревунов виççĕмĕш вырăнсене тухнине палăртнă. (Вĕсем пурте Шăмăршă шкулĕнче вĕренеççĕ). Çак шкулти 2 "А" класăн коллективлă ĕçне чи лайăххи тесе йышăннă. Шăмăршă шкулĕнчи вăтам классенчи М.Ухтияровапа С.Краснов ĕçĕсем – пĕрремĕшпе иккĕмĕш, 7 "А" класăн коллективлă ĕçĕ виççĕмĕш вырăнсене тухни палăрнă. Аслă классенчи Ю.Ендиеровапа К.Никишина – пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика