Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицинăна халалланă пурнăç

17 ноября 2010 г.

ХĂЙСЕН пĕтĕм пурнăçне сывлăх сыхлавĕн ĕçне халалланă, професси ăсталăхĕпе тата сăпайлăхĕпе халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ, пенсие тухичченех чăтăмлăн та тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă медицина ĕçченĕсем районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Шăмăршăра пурăнакан Р.Т.Макарова.

Патăрьел районĕнчи Вăрман хĕрри Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Роза Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1959 çулта Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан район больницинче медсестрасен 8 уйăхлăх курсĕнче пĕлÿ пухнă. Вĕренĕве вĕçлесен, кÿршĕллĕ Çĕньял каччипе – Сергей Макаровпа пĕр çемьене пĕрлешсен мăшăрĕпе пĕрле Киров облаçне пурăнма куçса кайнă. Унта Роза Трофимовна çар госпиталĕнче медсестрара ĕçленĕ. Юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл, пĕлÿ çитменнине туйса заочнăй майпа Кироври медицина училищинче вĕреннĕ. 1964 çулта диплом илнĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, пуринпе те кăмăллăн калаçакан çамрăк медсестрана ĕçтешĕсем те, сипленекенсем те хисепленĕ.

Чăваш çĕршывĕшĕн тунсăхланă май Макаровсем 1966 çулта Шăмăршăна пурăнма куçнă. Роза Трофимовна районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче медсестра биографине малалла тăснă. Унта 2 çул ĕçлесен тăрăшуллă медсестрана ача-пăча уйрăмне куçарнă. Çак уйрăмра пĕр улшăнми 20 çул вăй хунă Р.Т.Макарова. Ĕçре тимлĕ пулнăшăн, хăйне сăпайлă тытнăшăн уйрăм заведующийĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ З.С.Беляева та, пĕрле ĕçлекенсем те ăна пысăк хисепе хунă.

– Эпир, медучилище пĕтерсе тинтерех кăна ĕçлеме пуçланă медсестрасем, Роза Трофимовна патнелле туртăнаттăмăр, – каласа парать ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлекен А. В.Андреева. - Вăл мана, Мария Стараяпа Светлана Воробьевана яланах ырă канашпа-сĕнÿпе пулăшатчĕ, пĕчĕк ачасене çăмăллăн та ыраттармасăр укол тумалли вăрттăнлăхсемпе палллаштаратчĕ, вĕрентетчĕ. Куншăн эпир Роза Трофимовнăна паянхи кунчченех тав туса пурăнатпăр.

1988 çулта Р.Т.Макарова каллех инфекци уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл Тамара Стефиновапа, Александра Кудрявцевапа, Мария Малеевапа тата ытти медсестрасемпе юнашар вăй хунă. Туслă коллективра яланах ĕçлĕ лару-тăру хуçаланнă. Уйрăм заведующийĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Е.В.Долгова коллектив ĕçне профессилле ăсталăхпа ертсе пынă.

Çулсем сисĕнмесĕрех хыçа юлаççĕ. 1995 çулта Р.Т.Макарова пенсионерка пулса тăнă. Анчах та Е.В.Долгова врач тăрăшуллă та нихăçан сехет çине пăхса ĕçлемен медсестрана малалла ĕçлеме ыйтнă. Роза Трофимовна килĕшнĕ. Çак уйрăмра тата 7 çул ĕçлесен тивĕçлĕ канăва тухнă.

Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе, професси ăсталăхĕпе Р.Т.Макарова чылай наградăна тивĕçнĕ. Ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе, тĕрлĕ знаксемпе, Чăваш АССР Сывлăх сыхлавĕн, район шайĕнчи органсен Хисеп грамотисемпе чысланă. Роза Трофимовнăн сăн ÿкерчĕкне икĕ хутчен районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман вăл – чылай çул район больницин профсоюз комитечĕн членĕ пулнă.

Мăшăрĕпе, Сергей Федотовичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр, 2008 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайнă), хĕрпе ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Людмила амăшĕн çулĕпех кайнă – Ульяновскри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн вăл çак хулари больницăра ĕçлет. Владимир та, политехника университетĕнче вĕренсе инженер-энергетик дипломне илнĕскер, Ульяновскрах вăй хурать. Роза Трофимовнăна 2 мăнук савăнăç кÿрсе тăрать.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Р.Т.Макарова хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртать. Чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, хисеплĕ РозаТрофимовна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика