20 ноября 2010 г.
Ĕнер Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ, ăна район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.М. Абсалямов ертсе пынă.
Лару кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен чи пысăк пĕлтерĕшли – Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхне уйăрса лартас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурс итогĕсем. Çак ыйтупа конкурс комиссийĕн председателĕ – Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин федераци службин территорири органĕн ертÿçин çумĕ П.С. Краснов сăмах илнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидат суйласа илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комиссин ноябрĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕн итогĕсемпе паллаштарнă. Комисси виçĕ кандидатран (В.П. Фадеев, О.М. Ефимов, Н.И. Ендиеров) В.П. Фадеев çĕнтернĕ тесе йышăннă. Депутатсем чи нумай сасăпа (15 – "майлă", 1– "хирĕç") конкурс комиссийĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Çапла вара, район администрацийĕн пуçлăхĕн "тилхепине" контракт йĕркипе 2015 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕччен Валерий Петрович Фадеев тытса пырĕ.
Ларура сăмах илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăйне пысăк должноç шанса панăшăн депутатсене чĕререн тав тунă, хăй Раççей тата Чăваш Республикин Конституцийĕсене, саккунсене, район Уставне çирĕп пăхăнса ĕçлесси, пĕтĕм вăй-халĕпе пĕлĕвне район экономикине аталантарма парасси çинчен шантарнă.
Лару район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В. Максимов хутшăннă.