20 ноября 2010 г.
ШĂМĂРШĂРА пурăнакан спорт ветеранĕ В.П. Шуряков тĕнче чемпионачĕсене те хутшăнать. Акă нумаях пулмасть Раççей спорт мастерĕ кире пуканне çĕклекенсен Финляндире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ăмăртнă. Унта Греци, Швейцари, Польша, Перу, Эстони, Латви, Литва, Германи, Финлянди, Раççей тата ытти çĕршыв спортсменĕсем вăй виçнĕ.
Тĕнче чемпионатĕнче пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр питĕ лайăх результатсемпе палăрнă. Хăйĕн ÿсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче вăрăм циклти ăмăртура В.П. Шуряков пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе тĕнче чемпионĕн ылтăн медальне тивĕçнĕ. Икĕ енлĕ кĕрешÿре вара иккĕмĕш вырăна тухнă, кĕмĕл медаль илнĕ.
Çак сумлă мероприятие кайса килме пулăшнăшăн Владимир Петрович спонсорсене – В.П.Фадеева, В.В. Печникова, "Шанс" ООО директорне В.П. Еремеева, "Шăмăршă лесничестви" ГУ ертÿçине А.Н. Романова, Н.В. Макаров фермера, "Исток" ООО директорне Ю.А. Старшова, "Искра" хуçалăх ертÿçине М.Х. Хамдеева, "Тав" магазин ĕçченне А.П. Куликова, М.М. Алимов предпринимателе чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, ĕçĕсенче ăнăçу сунать.
Чаплă çитĕнÿ тунă ятпа В.П. Шурякова ăшшăн саламлатпăр, спортра малашне те ăнăçу сунатпăр.