20 ноября 2010 г.
ВЫРМА, кĕр аки вĕçленни ял ĕçченĕсене лăпланса лармалла тенине пĕлтермест: умра – тата çĕр тĕрлĕ ĕç. Çитес çур аки пирки те халех шухăшламалла, ĕççине хатĕрленме пуçламалла. Çак ĕç вара "Карлинская" Агрофирма" ЗАОра паянхи кун начар мар пырать темелле.
Хуçалăх ертÿçи И.Абсалямов каланă тăрăх, вырма хыççăнах тĕш-тырă комбайнĕсене лайăх тасатса упрама лартнă, тутăхакан пайсене çу сĕрнĕ, сивĕре сиенленме пултараканнисене склада упрама хунă.
Ял хуçалăх техникин хакĕсем ку яхăнта самаях "çыртаççĕ" – вăр-вар туянаймăн. Апла пулсан, пур пеккине упрама, кашни агрегатпах вырăнлă усă курма тивет. Шăпах çапла тăваççĕ те ĕнтĕ агрофирмăра. Çитес çур акинче те кунта кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техники тĕлĕшпе чăрмавсемех пулмĕç. Пурне те техника требованийĕсене çирĕп пăхăнса упрама лартнă.
Кăкарса ĕçлемелли хатĕрсене юсанă çĕрте Александр Кузьмин, Владимир Кузьмин, Роберт Ахметов, Анатолий Гладков тăрăшуллă. Тĕрлĕ енлĕ ăстасем вĕсем – хăйсемех слесарьсем, хăйсемех сварщиксем. Сÿресемпе культиваторсене юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ, черетре – сеялкасем.
Çитес çур аки валли вăрлăх та çителĕклĕ чухлĕ хывса хăварнă. Вĕсене тасатсае сортланă çĕрте Александр Кузьмин сортировщик, Ольга Муллина, Валентина Кошкина, Виталий Тимофеев, Елена Абсалямова рабочисем тăрăшуллă пулнă. Хуçалăхра çавăн пекех урпапа сĕлĕ вăрлăхĕсене те çĕнетме палăртнă.
Минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлес ыйтусем те кулленхи тимлĕхре.