20 ноября 2010 г.
Çул çитмен çамрăксене ĕç тупса парасси – çивĕч ыйту. Çакна шута илсе, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ял поселенийĕсемпе тата организацисемпе вăхăтлăх килĕшÿ тăвать.
Аслă классенче вĕренекенсем вăрçă инваличĕсемпе пĕччен ватăсене килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ, ял урамĕсене тирпей – илем кĕртме, пахча çимĕç çитĕнтерсе пуçтарса кĕртме хутшăннă. Çак ĕçсене 417 çамрăка явăçтарнă. Вăхăтлăх ĕçре тăрăшса, ĕç укçи илнипе пĕрлех çамрăксем професси ăсталăхне алла илеççĕ тата коллектив пурнăçне хăнăхаççĕ.
Çул çитмен çамрăксене ĕç тупса пама федераци бюджечĕн укçи-тенкипе усă курнă.