20 ноября 2010 г.
Шăмăршă районĕнчи ял поселенийĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен" Указне пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ.
Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Пăчăрлă Пашьелĕнче Культура çуртне, вăтам шкула тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕпрен юсанă, ун валли 2,2 миллион тенкĕ тăкакланă. 1200 метр асфальт çул тума пикеннĕ. Ăна патшалăх комиссийĕ йышăннă. Хакĕ пĕчĕк мар 11 миллион тенкĕлĕх. Кăçал Палтиелĕнче культура çурчĕпе врач офисне çĕнетеççĕ. Карапай Шăмăршăра ĕç калăпăшĕ пысăкрах: вăтам шкулпа Культура çуртне хальхи пурнăç ыйтакан шайпа килĕштернĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕн статусĕ улшăнать. Евроюсав хыççăн чирлĕ çынсене медучилище пĕтернĕ специалист мар, тухтăр йышăнма пуçлĕ. Кунта процедура кабинечĕ, чирлĕ çынна пăхмалли, прививка тумалли пÿлĕмсем пулĕç. Çапла вара, врач офисĕсемпе район халăхне туллин тивĕçтернĕ теме май пур. Тухтăрсенчен çынсем тăрăшуллă ĕç çеç кĕтеççĕ.
Врач офисĕсенче ĕçлекенсен ватă çынсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене черет кĕттерсе кăмăлĕсене пăсмалла маар. "Тухтăр эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет", – теччĕр ветерансем.