24 ноября 2010 г.
РАЙОНТИ çул тăвакансемпе юсакансем хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илеççĕ. Ятарлă техника – виçĕ КДМ, виçĕ автогрейдер, пĕр снегоочиститель, икĕ бульдозер – паян тесен паян ĕçе пуçăнма пултараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне, кустăрмаллă виçĕ трактор çине те юр тасатмалли оборудовани вырнаçтарнă.
Пăрлак çул çине сапма 3100 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ.