Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет пиçиххие хытарма хушать

24 ноября 2010 г.

МĔНЛЕРЕХ пулĕ Шăмăршă районĕн çитес çулхи бюджечĕ; Вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç, культура тата ытти сферăсем валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ тупăнĕ-и;

Çак ыйтусем паян районта пурăнакан кашни çынна хумхантарма тивĕç. Районăн 2011 çулхи бюджечĕн проектне ахальтен мар пĕтĕм халăха хутшăнтарса сÿтсе явма палăртнă. Пĕрремĕш итлев тунти кун район администрацийĕнче пулчĕ, унта район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, Шăмăршă ялĕн гражданĕсем хутшăнчĕç.

Пухăва уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев районăн 2011 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрне экономикăри паянхи лару-тăрăва шута илсе хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ. Апла пулсан, пиçиххисене туртса хытарма тивет: кризис тапхăрĕн япăх витĕмĕсем халăха вĕрентес ĕçе те, медицинăна та, культурăна та пырса тивеççех.

Районăн 2011 çулхи бюджечĕн прогнозĕ çапларах: тупăшсем 15378 3500 тенкĕ, тăкаксем 154503500 тенкĕ пулма пултараççĕ. Бюджет дефицичĕ 720 000 тенкĕ пулĕ тесе шутлаççĕ. Бюджетри укçа-тенке халăха социаллă пулăшу пама, общество инфратытăмне аталантарма, экономика ÿсĕмне хывма палăртнă.

2011 çулхи бюджет проекчĕпе паллаштарнă май, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Доброва тата унăн çумĕ Е.П. Кудрявцева кăçал налуксем куçарса парас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлесе пынине палăртрĕç. Налук – бюджета укçа пухăнмалли тĕп çăл куç вĕт-ха. Çăл куç вăйсăр тапсан, юхан шывăн хăвачĕ те (кунта – район экономики) чакĕ.

Хальлĕхе бюджет проекчĕ савăнтарма пултараймасть-ха: унта шкулсемпе ача сачĕсене çĕнетме те, Спорт керменне тытса тăма та укçа çукрах. Чăнах та, çитес çул пуçламăшĕнче республика бюджетне хăш-пĕр тÿрлентÿсемпе хушăмсем кĕртессе кĕтеççĕ, çапла вара, тен, Мускав пулăшнипе район бюджечĕ те мĕн чухлĕ те пулин пуянланĕ.

"Бюджет мĕнле пулсан та, шкулта вĕренекен ачасене вĕри апатпа тивĕçтерме, ача сачĕсене тытса тăма, сывлăх учрежденийĕсене ĕçлеттерме кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тупмаллах", – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев халăх итлевне пĕтĕмлетнĕ май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика