24 ноября 2010 г.
1982 çулта Киеври суворовецсен училищине пĕтерсен Хусанти аслă танк çар училищине вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта лейтенант звани илсен Урал çар округĕнче, Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче танксен взвочĕн тата ротин командирĕ пулнă.
"Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе, "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейре кĕрхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Пирĕн тăрăхра мĕнлерех пырать-ха патшалăх пĕлтерĕшлĕ призыв кампанийĕ; Çак кунсенче пирĕн корреспондент ЧР çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕпе В.В. ЛЯШЕНКОПА тĕл пулса калаçнă.
– Валентин Валерьевич, икĕ районтан пурĕ миçе çамрăка çар службине илме палăртнă;
– Чăваш Республикин çар комиссариачĕн заданийĕпе килĕшÿллĕн, кĕрхи призывра Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 200 призывника службăна ăсатмалла. Паянхи кун тĕлне Канашри призыв пунктне 93 çамрăка леçнĕ, çав шутран Шăмăршă районĕнчен – 33 каччăна. Службăна ăсатнă Шăмăршă йĕкĕчĕсенчен 2-шĕ – аслă, 5-шĕ ятарлă вăтам, 20-шĕ – пĕтĕмĕшле вăтам, 6-шĕ тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ.
– Призыв мероприятийĕсене вăхăтра килменнисем те тĕл пулаççĕ-и;
– Питĕ шел, çакнашкал фактсем икĕ районта та пур. Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, çар-медицина комиссийĕ витĕр кăларма палăртнă çамрăксенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи кунччен те тĕрĕслевре пулман-ха. Çакна ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕсем ытти регионсене ĕçлеме тухса кайнипе ăнлантараççĕ. Анчах та 18 çул тултарнă, сужбăран отсрочка илме право çук кашни çамрăкăн призыв комиссийĕ витĕр тухмаллине, салтака юрăхлă пулсан службăна тухса каймаллине пĕлмеççĕ-шим вара призывниксем; Паллах, пĕлеççĕ. Вĕсен çакнашкал явапсăрлăхĕ вара пире çирĕп мерăсем йышăнма, кирлĕ пулсан тивĕçлĕ хутсем хатĕрлесе прокуратурăна тăратма хистет.
Кăçалхи çурхи призывра икĕ çамрăк вĕренÿ заведенийĕнче очнăй майпа вĕренни пирки суя справкăсем тăратнăччĕ. Пĕрне суд сакки çине лартса айăпланă, тепри пăркаланса тăмасăр службăна кайрĕ. Мĕн тетĕр; Çак призывра çакнашкаллисем тата тăваттăн (!) тупăнчĕç. Вĕсем тăрăх та кирлĕ мерăсем йышăнма тивет.
Сывлăх тĕлĕшпе салтака юрăхлă кашни арçыннăн çар службинче пулмалла. Çакна Раççей Конституцийĕнче палăртнă. Салтак ячĕ – сумлă ят.