Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке çук çĕрте йĕрĕх хуçаланать

24 ноября 2010 г.

РАЙОН прокуратури шкулта вĕренекенсен сывлăхне сыхлас законодательствăна мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăрать, ку тĕлĕшпе сахал мар çитменлĕхсем тупса палăртать. Акă, Палтиелĕнчи вăтам тата Пуянкассинчи тĕп шкулсенчи физикăпа хими кабинечĕсене сивĕ шыв парса тăрассине йĕркелемен. Çавăн пекех, информатика кабинечĕсенче видеомониторсене те йĕркене пăсса вырнаçтарнă.

Пуянкасси шкулĕнче вара физикăпа хими кабинечĕсенче опытсене вентиляци шкафĕсемсĕрех ирттереççĕ. Çакă та законодательствăна пăсни шутланать.

Пуянкассинчи "Колосок" ача садĕнче тĕрĕслев ирттернĕ кун унта ăшă паманччĕ. Çавах ачасене сивĕ пÿлĕмсенчех йышăнса юлнă, лăпкăлăх сехетĕнче вĕсене çывăрма та вырттарнă. Ачасене пăхассине те кирлĕ пек йĕркелемен, тула каймалли чÿлмексем таса мар, вĕсене вăхăтра çумаççĕ. Ирлесе ачасене группăсене йышăнса юласси те кирлĕ пек пулса пымасть, табеле те ячĕшĕн тенĕ пек çеç йĕркелеççĕ.

Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнче те çакнашкал çитменлĕхсемех палăрчĕç. Тĕрĕслев кунĕнче вăтам группăра икĕ, аслă группăра пĕр ача пулманни палăрчĕ. Анчах вĕсем çуккине журналта регистрацилемен. Кунта вылямалли теттесене те эрнере пĕр хут çеç çăваççĕ, ачасене уйрăм пит шăллисемпе пурне те тивĕçтермен. Ачасене ашшĕ-амăшĕ илсе килекен продуктсемпе тăрантараççĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕн камăн мĕнле продуктсем илсе килмелли çинчен пĕлтерÿ çырса çакнă. Ку каллех законодательствăна сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕх, çакăн пек тума пачах юрамасть!

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене апатлантармалли йĕркене, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вун икĕ шкул директорне, пилĕк ача сачĕн заведующине çитменлĕхсене пĕтерме предписани парса хăварнă, должноçри пилĕк çын пирки административлă ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика