24 ноября 2010 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, кашни гражданина пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ памалла. Ку ĕç обязательнăй йĕркепе пурнăçланса пымалла. Выпускникăн пĕлÿ шайне (пĕрлех учителĕн вĕрентÿ пахалăхне) ППЭ (патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ) кăтартса парать.
Пĕлÿшĕн учитель яваплă
Патшалăхăн малашлăхне тивĕçтерекен, малалла ăнтăлакан, анлă тавракурăмлă, пур енĕпе те лайăх аталаннă (çав шутра сывлăх енĕпе те) çамрăксем ÿссе çитĕнсе пымалла çĕр-шывра. Апла пулсан, шкулсенче 11 класс пĕтерсе тухакан е 9 класс хыççăн ытти вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренсе вăтам пĕлÿллĕ специалист пулнине ĕнентерекен документ илекенсен çĕр-шыва юрăхлă чăн-чăн çынсем (личность) пулмалла. Вĕсен патшалăх идейисене – ирĕклĕхпе тĕрĕслĕх, кашни çын хăйĕн ят-сумне çÿлте тытассин, социаллă яваплăх принципĕсене тарăннăн ăнланакан тата ăша хывса пурăнакан чăн-чăн гражданинсен йышне кĕмелле. Çак яваплă задачăна пурнăçлас тесен ашшĕ-амăшĕн, учительсен тата обществăн питĕ нумай ĕçлемелле.
Педагогика наукисен докторĕ А.М. Кондаков "Учитель вместо урокодателя" статйинче вĕренÿ заведенийĕсенче паха вăтам пĕлÿ парассишĕн камсем яваплă пулнине те тишкерсе тухать. Вăл палăртнă тăрăх, вĕрентÿ ĕçĕн финанспа пурлăх ыйтăвĕсене патшалăх хăй çине илет. Ку – пĕрремĕш яваплăх. Иккĕмĕш яваплăх шкулсемпе, педагогсемпе, ашшĕ-амăшĕпе (çемье), обществăпа (ял-йыш, кÿршĕ-аршă, обществăлла организацисем) çыхăннă. "Чăн юлашки яваплăх вĕренекен ача çинче пулмалла" – тет А.М.Кондаков. Тарăннăн шутласан, ку вăл чăнах та çапла. "Питĕ шел, пирĕн хальлĕхе кун пек пулса пыраймасть-ха",– палăртать çĕнĕ вĕренÿ стандартне никĕслекен ученăй.
Çынна чăн-чăн гражданин туса çитĕнтересси, паллă ĕнтĕ, кăткăс та яваплă ĕç. Ара, ачана çуралнă кунĕнчен пуçласа 18 çул тултарнă тĕле унран обществăна юрăхлă çын тумалла-çке-ха. Пурте пĕлетпĕр: çынсен обществин тулашĕнче чăн-чăн гражданин ÿссе çитĕнеймест.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн пахалăхĕ лайăх пултăр тесе, урок ирттернĕ хыççăн учитель ачасене килте пурнăçламалли заданисем парать. Вĕренÿ материалне çирĕплетес тĕллевпе панă хăнăхтару ĕçĕсене мĕнлерех тунине ашшĕ-амăшĕн çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Заданисене ачасемшĕн пурнăçлама кирлĕ мар – çакăн усси пулас çук. Ача урокра темăна начар ăнланнă пулсан ăна пулăшмалла, ăнлантармалла. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕн куллен туса пымалла, унсăрăн ача юлхава кайма, вĕренес туртăмĕ чакма пултарать.
Пĕлÿшĕн учитель яваплă. Вăл е ку предметпа ача малтанхинчен япăхрах вĕренме пуçланă пулсан, учителĕн çакăн сăлтавне пĕлме, лату-тăрăва лайăх еннелле улăштарма тăрăшмалла. "2" паллă лартса пани ачан кăмăлне хуçма пултарать.
«Иккĕ» вырăнне – «тăваттă»...
Хам шкулта ĕçленĕ тапхăрти пĕр тĕслĕхе илсе кăтартас килет. 8-мĕш класра вĕренекен пĕр илемлĕ те яштака пÿ-силлĕ арçын ача алгебрăпа умлă-хыçлă "иккĕ" паллă илчĕ. Виççĕмĕш хут ыйтсан та вăл темăна пĕлменни палăрчĕ. "Эсĕ спорта юратнине, килте хуллен гантельпе упражненисем тунине пĕлетĕп-ха эпĕ, – терĕм ăна. – Вăтам шкул пĕтерсен, тен, эсĕ физкультура учительне вĕренме кайма кăмăл тăвăн... Начар вĕренсен институт пирки шутламалли те çук". Ача чĕнмест. "Сана эпĕ халĕ аванс шучĕпе, эсĕ малашне малтанхи пекех лайăх вĕренессе шанса "тăваттă" паллă лартса паратăп", – хушса хутăм кун хыççăн. Чăнах та, тытрăм та лартрăм журналта " 4" паллă ун хушамачĕ тĕлне. Вĕрентÿ ĕçĕнче хăйне евĕр эксперимент туса пăхма шутларăм эпĕ ун чухне. Мĕн тетĕр; Яш малалла йĕркеллех вĕренме пуçларĕ. Вăл кайран институт пĕтерчĕ, халĕ тренерта ĕçлет.
Хăш-пĕр учительсен йăнăш утăмĕсем çинчен те асăнса хăварас килет. Ялти паллăрах çынсен (ытларах чухне – начальниксен) ачисене пысăкрах сума хуни, вĕренекенсем çине пĕрешкел куçпа пăхманни ачасен вĕренес туртăмне чакарать.
Чи кирли – ĕç витĕмлĕхĕ
Класс тулашĕнчи мероприятисем пирки те кĕскен каласа хăварас килет. Вĕсене тĕплĕн хатĕрлемелле. Ячĕшĕн ирттернĕ мероприятин усси çук. Ветерансемпе тĕл пулу йĕркеленĕ чухне те малтанах тĕплĕн шутласа хумалла, воспитани ĕçĕн витĕмлĕхĕ пирки пуç ватмалла.
Ачана çемьере пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстермелле. Ывăл ача – ашшĕпе, хĕр ача амăшĕпе юнашар ĕçлетĕр. Наян çын çитĕнсен хăйне те, ашшĕ-амăшне те йывăр килĕ.
Ашшĕ-амăшĕпе учительсем хушшинче тачă çыхăну пулмалла. Пĕрлехи вăйра çитĕнÿ те пулĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан, ача çĕр-шыва юрăхлă чăн-чăн гражданин пулса çитĕнесси çемьерен, ача сачĕнчен пуçланать. Ăна ашшĕ-амăшĕн, учительсен вĕрентсе-пулăшса пымалла, хăйсен ырă тĕслĕхĕсемпе лайăх кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ пулса çитĕнме хавхалантармалла. Çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче обществăлла организацисен тÿпи те пысăк пулмалла. Кун пек чухне вун саккăра çитнĕ çамрăк пурнăç çулĕпе такăнмасăр утĕ, нимле сулнăк пăрнăçа пăхмасăр палăртнă тĕллев патнелле талпăнĕ.