24 ноября 2010 г.
Сывлăх çынна вăй-хал парса тăрать. Сывлăх çирĕп пулсан пурнăç та илемлĕ. Паллах, сывлăха пĕчĕкренех упраса пурăнмалла.
Çакна Раççейре II Кĕтерне патша та лайăх ăнланнă. Вăл хуласенче халăх училищисем уçнă, вĕсенчи преподавательсем ачасене хăйсен сывлăхне мĕнле майпа упрамаллине те вĕрентнĕ.
Шăмăршăри вăтам шкулти учительсем ачасене сывă пурнăç йĕркисене тĕпе хурса пурăнма вĕрентес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ. Шкулта тăтăшах çак темăпа калаçусем иртеççĕ, юмахсен тата агитбригадăсен конкурсĕсем, спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.
Пуçламăш классем, хăйсен руководителĕсем ертсе пынипе, Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн хатĕрленÿ ушкăнĕнче сывă пурнăç йĕркисене вĕрентекен пысăк мероприяти йĕркелерĕç. 3 "А" класра вĕренекенсем "Принцессăн шăлĕсем мĕншĕн ыратнă;" юрă-кĕвĕллĕ юмах лартрĕç. Сценкăри сăнарсен калаçăвĕнчен ачасем ирхине тата каçхине шăлсене тасатмалли, çулталăкра икĕ хутчен шăлсене тухтăра кăтартмалли, шăлсене çирĕплетме хăш продуктсене çимелли пирки пĕлчĕç.
4 "А" класра вĕренекенсем "Сывă пурнăç йĕркисемшĕн" агитбригада программипе паллаштарчĕç. Юмах сăнарĕсем (Бармалей, Айболит, Упăте тата ыттисем) урлă пĕчĕккисем хăйсем валли паха сĕнÿсем илчĕç: шăлсене куллен тасатманни чир-чĕр патне илсе пырать, пахча-çимĕçпе улма-çырла – шăлсемшĕн питĕ усăллă продуктсем, спортпа туслă пурăнни ÿт-пĕве çирĕплетет... Тăваттăмĕшсем пĕчĕккисемпе вăйăсем те ирттерчĕç, физзарядка турĕç.
4 "Б" класс ачисем вара пĕчĕккисене Айболит тухтăр сĕнĕвĕсемпе пурăнма, физзарядкăпа туслă пулма, организма çулталăк тăршшĕпех витаминсемпе пуянлатма сĕнчĕç.
Мероприятишĕн тав туса пĕчĕккисем чылайччен алă çупни вĕренекенсемшĕн чи пысăк награда вырăнне пулчĕ.