24 ноября 2010 г.
ÇУЛ-ЙĔР çинче тимлĕхе çухатни, правилăсене пăхăнманни авари тăвасси патне илсе пырать. Акă, кăçал 10 уйăхра район территорийĕнче 13 авари пулнине, вĕсенче пĕр çын вилнине, 20 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 15 аварире 4 çын вилнĕ, 21 çын суранланнă.
Тĕпрен илсен, аварисем ытларах Çĕрпÿ – Ульяновск автотрасса çинче пулаççĕ. Октябрьте кăна унта 3 авари пулса иртнĕ. Акă октябрĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрлах Виçпÿрт Шăмăршă тĕлĕнче, автотрассăн 119-мĕш километрĕнче тĕрлĕ модификациллĕ 3 «Жигули», пĕр автомашинăран теприн иртсе каймалли правилăсене пăснă май, авари тунă. Юрать-ха, салонсенчи çынсем пурте хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăннă пулнă, çавăнпа та пурнăçшăн хăрушă пысăк сурансем илессинчен хăтăлса юлнă. Çакнашкал пиçиххин уссине çак тĕслĕх çинчех лайăх куратпăр. Çавна май водительсене те, пассажирсене те автотранспортра яланах хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнса çÿреме сĕнетпĕр. Пĕчĕк ачасем валли те хальхи вăхăтра салонра çирĕп çыхăнса лармалли хатĕрсем (удерживающее устройство) сутаççĕ. Çула ачасемпе тухнă чухне вĕсемпе усă курмаллах.
Çул çинче автомашинăсен водителĕсем хăрушсăрлăх дистанцине пăхăнманни те авари патне илсе пырать. Октябрĕн 23-мĕшĕнче Ирçе Тĕкки тĕлĕнче "Жигули" тепĕр автомашинăна пырса тăрăннă, пĕр пассажир аманнă. Вĕсен хушшинче тивĕçлĕ дистанци пулман.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, аварисем ытларах чухне шăмат кунсенче, 16-20 сехетсенче, пулса иртеççĕ.
Сăмах май, кăçал 9 уйăхра пирĕн республика территорийĕнче 1165 авари пулнине, вĕсенче 172 çын вилнине, 1504 çын аманнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрти аварисенче 180 çын пурнăçран уйрăлнă, 1580 çын суранланнă).
Хĕллехи условисене куçма хатĕрленесси пирки те аса илтерес килет водительсене. Çул çинче çуран çÿрекенсене те, водительсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Уйрăмах – каçхине.