24 ноября 2010 г.
ВĂРĂ хăйне кирлине кăна илсе тухса каять, пушар пуçлансан нимĕн те юлмасть. Кăçалхи 10 уйăхра районта 15 хутчен пушар алхаснă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 19 хут). Вут-çулăм пурĕ 1 млн. ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ, икĕ çын çунса вилнĕ.
Пушарăн тĕп сăлтавĕсем çаксем пулнă:
– кăмакасен юрăхсăрлăхĕ – 5 (33:);
– вутпа асăрханусăр пулни – 2 (13:);
– электрооборудование монтажлас тата ĕçлетерес тĕлĕшпе тунă йăнăшсем – 3 (20:)
– транспорт хатĕрĕ юрăхсăр пулни – 1 (7:);
– кирлĕ мар çĕрте вут-çулăмпа усă курни – 4 (27:).
Шăмăршă ял поселенийĕнче 7 хутчен "хĕрлĕ автан" авăтнă, икĕ çын çунса вилнĕ, пĕрре сусăрланнă. Çавăн пекех Чукалпа Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсенче икшер пушар тухнă, Васан ял поселенийĕнче пĕр хутчен вут-çулăм алхаснă.
Районта пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Правилăна пăсакансене явап тыттараççĕ.