Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплер, юратар, ырă сунар

27 ноября 2010 г.

ПАТШАЛĂХ ача амăшĕсене пособисемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 1256 хĕрарăм çул çитмен ачасемшĕн кашни уйăхрах пособи илет. Çав шутран 188-шĕ – 3 ачаллă, 16-шĕ – 4 ачаллă, 5-шĕ – 5 е ытларах ачаллă хĕрарăмсем.

2 çул таранчченхи ачасен амăшĕсем – 542-ĕн. Çулталăк çурă таранчченхи ачасемшĕн 167 хĕрарăм пособи илет.

Пирĕн пурнăçра, шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула çемьесем арканаççĕ. Çакна пула хĕрарăмсем ачасене пĕчченех ÿстереççĕ. Кунашкал шăпаллă хĕрарăмсем – 115-ĕн (вĕсен пурĕ 156 ача). Çемье çавăрмасăр ача çуратнисем – 195-ĕн (матери-одиночки). Упăшкисем тĕрлĕ сăлтавпа вăхăтсăр вилнĕ май, 76 хĕрарăм тăлăха юлнă. Вĕсем 18 çул таранчченхи 130 ача ÿстереççĕ.

Яланхи ĕçсĕр тăрса юлнă, ача çуратакан хĕрарăмсене патшалăх тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать. Кăçалхи 10 уйăхра ĕçсĕррисен йышĕнĕ. Ача çуратнă хыççăнхи пĕр хутчен парăнакан пособипе (10 пин те 988 тенкĕ) кăçал 80 хĕрарăма тивĕçтернĕ. Яланхи ĕçре тăракан хĕрарăмсем кунашкал пособисене хăйсем вăй хуракан учрежденисенче е предприятисенче илеççĕ.

Ача амăшĕн кунĕ тĕлне Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем интереслĕ программăллă концерт кăтартрĕç. Хĕрарăмсем – ача амăшĕсем солистсемпе ташăçĕсене тав туса чылайччен алă çупрĕç.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ачасен амăшĕсене уяв ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлать, çирĕп сывлăхпа тулли телей, пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама тÿсĕмлĕх тата ăнăçу сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика