27 ноября 2010 г.
ХĔРАРĂМ – çемье тыткăчи, çемье ăшши. Ахальтен каламаççĕ пулĕ хĕрарăм – мăй, арçын – пуç тесе. Этемлĕхĕн черчен çурри мăйне ăçталла пăрать, патвар арçын çавăнталла пăхать. Çепĕç туйăм, ывăнми вăй-хал пирĕн ытарайми аннесенче.
Вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, пур ĕçе те пурнăçлаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем ырă-сывă, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе те аннесем нумайрах тăрăшаççĕ. Аннен ачаш та çемçе алли лăпкани, ăшă сăмахпа чун-чĕрене йăпатни нихăçан та манăçмасть. Чирлесессĕн куç хупмасăр юнашар ларни, ыраттарсассăн чĕрçи çине лартса йăпатни, çупăрлани асран тухмасть. Çавăнпах эпир, ачисем, аннесем умĕнче яланах парăмра. Чыс та мухтав сире, аннесем!
Хĕрарăм тивĕçне пĕтĕм чун хавалĕпе тытса пырать Çĕнĕ Шăмăршăра пурăнакан Н.Миронова (Герасимова). Нина Михайловна çак ялтах çуралса ÿснĕ, çакăнти сывлăшпа сывласа, сиплĕ шыв ĕçсе, тарпа пиçнĕ çăкăр çисе çитĕннĕ. Ачаранах ĕçе хăнăхнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла вĕренме Вăрнарти ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче те ăс пухнă. Ĕçчен те правур хĕре ял каччи куç хывнă. Çепĕç сăмахсем каласа Коля Нинăн чĕрине юрату вучĕ хыптарнă. Пĕрне пĕри ĕмĕрлĕхех йывăрлăхра пăрахмăпăр, пулăшса пырăпăр тесе тупа туса пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăр килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма тытăннă. Куç тулли телей парнеленĕ Нинăпа Кольăна Люда ятлă хĕр пĕрчи. Каярах тата икĕ ывăл – Сашăпа Женя – çуралнă вĕсен.
Мироновсем Çĕнĕ Шăмăршăрах кирпĕч çурт купаласа лартнă, хуралтă çавăрнă. Ĕçчен мăшăр пĕрре те алă усса ларман, ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Хăйсен телейне малашне ачисенче курнă.
Нина Михайловна килте те ĕçлесе ĕлкĕрнĕ, çынпа пĕрле ĕçе те чупнă. Ĕçчен хĕрарăм "Шемуршинский" совхозра, Шăмăршă ял Совет ĕçтăвкомĕнче, унтан почта уйрăмĕнче тăрăшнă. Пур çĕрте те хисепе тивĕçнĕ вăл, нимĕнле ĕçре те хыçа юлма юратман.
Кил-çуртĕнче те тирпей-илем хуçаланать Мироновсен. "Эпĕ ĕлкĕреймен ĕçе юратнă мăшăр е ачасем тăваççĕ. Нихăçан та, ку – санăн, манăн тесе уйăрман килти ĕçе. Ачасене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă эпир", – чунне уçать Нина Михайловна. Чечексене чунтан юратать вăл. Вун-вун чечек илемĕпе савăнтарса кăмăла çĕклет ун килĕнче. Тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме те ăста вăл.
Н.Миронова Люда хĕрне качча панă. Çу кунĕсенче мăнукне Ольăна пăхать. Кĕрÿшне хăйĕн ывăлĕсене юратнă пекех юратать. Саша ывăлĕ те кăçал çемье çавăрнă, унăн мăшăрĕ Аня та уншăн тăван хĕрĕ пекех хаклă. Кĕçĕнни вара хальлĕхе çемьесĕр.
Чипер те ăслă хĕр арăм умĕнче пуç таймалли кăна юлать. Нина Михайловна пек маттур та ĕçчен аннесем сахал мар. Вĕсен сывлăх та телей пултăр ялан. Ачисенчен пархатар курмалла, тав сăмахĕ илтмелле пултăр. Арçынсем вара яланах хĕрарăмсене хисеплеччĕр, вĕсене телейлĕ самантсем парнелесех тăччĕр.