27 ноября 2010 г.
Нина Александровна Ларшникова Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ – вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ çак тапхăр. Пур пĕрех хуçăлман хĕр, çăкăр тути мĕнлерех пулнине питĕ лайăх чухланă. Аслисемпе пĕрле пĕр ĕçрен те юлман вăл.
Вăхăт çитсен Нина Кивĕ Шăмăршă каччипе – Виталий Васильевичпа – çемье чăмăртанă. Çĕнĕ ялта та çĕнĕ кин ĕçсĕр ларма пултарайман. Нина Александровна хăйĕн мăшăрĕпе пилĕк ача – тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. Çав вăхăтрах вăл чылай çул Шăмăршăри "Сельэнергора" склад заведующийĕнче ĕçленĕ, кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă.
Хăй ĕçне чунтан парăннă çын пулнă Нина Александровна. Хастарлăхпа тăрăшуллăхшăн Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене сахал мар тивĕçнĕ, унăн сăн ÿкерчĕкĕ те предприятин Хисеп хăми çинче пĕр çул çеç мар çакăнса тăнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте алă усса ларас темен Н.Ларшникова. Çак кунсенче хăйĕн çитмĕл çулхи юбилейне паллă тăваканскер, халĕ те ирсерен ĕçе васкать. "Исток" ОООра ăна ответлă ĕç шанса панă: вăл каллех складсен заведующийĕ.
Ачисем тахçанах пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ Нина Александровнан. Кашниех çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Мăнукĕсем те нумай унăн, унтан та ытларах пуянлăх – мăнукĕсен те ачисем пурри. Мĕнпе виçейĕн çак телее; Шел, çакна мăшăрĕ курса ĕлкĕреймерĕ.
Ывăлĕпе кинĕн çемйипе пĕрле пурăнать халĕ Нина аппа, мăнукĕсемпе йăпанать. Çичĕ теçеткене çитрĕ пулин те çаплипех вăр-вар-ха вăл, килти хуçалăха тытса пыма та пулăшать. Нина Александровна ял çинче те ырă ятлă. Ачисемпе мăнукĕсем ун патне килсех тăраççĕ, ăна савăнтарма тăрăшаççĕ. Çакнашкал самантсенче унăн виçесĕр телейне нимĕнпе те виçме çук.
Юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр сана, Нина Александровна. Ĕмĕрÿ чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăр, телейÿ çăл куç пек тапса тăтăр, ватлăху хăвăр пахчăрти чечексем пе илемлĕ ирттĕр.