Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукаçейĕм, кукаçей...

27 ноября 2010 г.

Пирĕн мăн асатте-асаннесем хăйсен йăх-несĕлĕсене çичĕ сыпăк таранах пĕлме пултарнă. Эпир вара хамăрăн атте-аннесен кун-çулне те пĕлсех каймастпăр, кăсăкланмастпăр та. Çакă мар-и-ха тăванлăх тымарĕсене аркатаканĕ;.. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ "Манăн асатте е кукаçей" конкурс ирттерни паянхи çамрăк ăрушăн питĕ усăллă тесе шутлатăп.

Вун пĕр тăванран – виççĕн

Манăн мăн кукаçей – Алексей Сергеевич Кудряшов – 1923 çулта Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралнă. Вун пĕр тăванран икĕ аппăшĕпе кукаçей çеç вăрăм кун-çуллă пулнă. Анчах ачалăхĕ телейлĕ тесе калаймăн. Икĕ çултах вăл тăван амăшĕсĕр тăрса юлнă, пĕчĕккĕллех имшер хул пуççийĕ çине ĕç тиеннĕ. Çакна пулах шкулта та тăватă çул çеç ăс пухма май килнĕ.

1942 çулта вун тăххăрти йĕкĕте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе каяççĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăнă вăл, 1946 çулхи çу пуçламăшĕнче тăван яла таврăннă. Тăван аппăшĕсем те алă усса ларман çак тапхăрта. Натиç аппăшĕ Мулла паççулккинче вăй хунă. Хĕрарăм пуçĕпе вăрманта машинăпа ĕçленĕ. Çакăнтах мăшăр тупса çемье çавăрнă. Тепĕр аппăшĕ Çĕнĕ Чукал ялне качча тухнă.

Вăрçă хыççăн мăн кукаçей «Красная нива» колхозра вăй хунă. Тĕрлĕ ĕçре ĕçлесе хисепе тивĕç пулнă. Çирĕм çул хушши тракторист, бригадир, каярах ферма заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн сахал мар Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă ăна. 1947 çулта вара вăл Пăчăрлă Пашьел хĕрĕпе – Елена Петровна Сандрейкинапа çемье çавăрнă. Мăн кукаçейпе мăн кукамай икĕ хĕр çитĕнтернĕ, анчах вăсен кун-çулĕсем кĕске пулнă.

Тăххăрмĕш теçеткере пулин те...

Мăшăрĕпе иккĕшĕ çĕнĕ çурт çĕклеме те, йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама та пултарнă. Шел, мăн кукамайăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман, мăн кукаçей пĕчченех тăрса юлнă. Халĕ вăл мăнукĕн çемйипе, пирĕнпе пĕрле пурăнать. Мăн кукаçей тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те, çивĕч ăс-тăнлă-ха, ĕлĕк пулса иртнисене пире каласа парать, юрă-такмаксене те чылай ас тăвать. Мăн кукаçейĕн халĕ вун пĕр мăнук, мăнукĕсен ачисем вун çиччĕн, вĕсен ачисем те виççĕ ĕнтĕ. Çакăншăн вăл питĕ савăнать.

Хальхи вăхăтра пирĕн ялта тăватă вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Вĕсен шутĕнче манăн мăн кукаçей те. Мĕн кăна курса-тÿссе ирттермен-ши хăйĕн пурнăçĕнче манăн мăн кукаçей; Эпĕ унăн чыслă ячĕпе мăнаçланатăп.

– Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, халăхсем телей курса çеç пурăнччĕр. Вăрçă вăл – питĕ хăрушă, çавăнпа та çĕр-шыв ертÿçисем миршĕн тăрăшнине эпĕ чĕререн ырлатăп, – тет мăн кукаçей. Ăна халалласа эпĕ çак сăвва çыртăм:

Кукаçейĕм, эп сана

Питĕ юрататăп,

Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма

Чунтанах сунатăп!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика