27 ноября 2010 г.
РАЙОНТИ тĕп больницăра вăй хуракансем тăрăшса ĕçленисĕр пуçне хаваслă канма та пĕлеççĕ.
Çакна вĕсем сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен кĕрхи балĕнче ĕнентерсе пачĕç. Поликлиника, терапи, хирурги, васкавлă пулăшу, бухгалтери ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç, хăйсен пуçарулăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç.
Уява курма пынисем, вĕсен шутĕнче больницăра сипленекенсем те, юрăсем, сăвăсем итлесе, ташăсем курса савăнчĕç. Пахча çимĕçсенчен хатĕрленĕ апатсем те, ÿсен-тăрансенчен янтăланă эрешсем те нумай пулчĕç. Çавăн пекех уява илем кÿрсе Шăмăршăри шкулта вĕренекен В.Вернер илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.
Конкурссене пĕтĕмлетсен пĕрремĕш вырăна поликлиника ĕçченĕсем тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – терапипе хирурги уйрăмĕсем. Вĕсене район больницин тĕп врачĕ Н.Полякова парнесемпе чысларĕ. Уява Т.Чернова медсестра ертсе пычĕ.