Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне киле таврăнать

27 ноября 2010 г.

Кивĕ автовок зал тан çĕнни патне каçмалли çĕр айĕнчи çул хĕрринче çĕнех мар фуфайкăллă, тĕссĕрленнĕ тутăр çыхнă ватă карчăк ларать. Умĕнче – вараланчăк кĕленче банкă. Иртен-çÿрен унта укçа пăрахса хăварать. Параканни - парать, паманни – иртсе каять...

Шупашкартан Шăмăрша каякан автобус çине билет илтĕм те, тепĕр сехет вăхăт пуррине кура, хулана тухма шутларăм. Каллех ман чăваш карчăкĕ умĕнчен иртме тиврĕ. Хальхинче те вунă тенкĕлĕх тимĕр укçа хутăм банкăна.

–Турă сывлăх патăрах сана, ырă çыннăм... – хуллен çеç пăшăлтатрĕ ватă хĕрарăм.

– Кунĕпе нумай пуçтарăнать-и; – интереслентĕм эпĕ калаçу пуçарас шутпа.

Карчăк ман çине салху куçĕсемпе пăхса илчĕ те, йĕрсе ячĕ.

– Ыйткалакан мар эпĕ, ачам... Шупашкара ачасем патне пурăнма тесе килнĕччĕ те, кайма укçа çук...

Карчăка питĕ шеллес килчĕ. Епле-ха капла; Ачисем ăна билет туянса ăсатса яма та пултарайман-и;

– Кайрăм эпĕ Куля патĕнчен. Кин пĕрмай ятлать, çăкăрне пытарма пуçларĕ. Куляпа кин иккĕшĕ те ĕçсĕр. Хамăн пенси укçине чиркĕве çĕнетме пани çинчен илтрĕç те, чутах хĕнесе тăкмарĕç...

– Халĕ билет туянма укçа пуçтаратăн-и;

– Тĕрĕс калатăн, ачам. Билечĕ те хаклă вĕт, иçмасса, ик çĕр вăтăр тенкĕ ытла тăрать. Шоферсене Турă умĕнче пуç çапнă пек тархасласан та укçасăр лартса каймаççĕ. Вара çак намăса курас терĕм... Тен, каçчен билетлăх пуçтарăнĕ те-и;

Телее, кĕсьере виççĕр тенке яхăн укçа юлнăччĕ. Эпĕ ăна карчăка тыттартăм.

– Сăпаççипах сана ачам, сăпаççипах... Хăçан тавăрса парăп ĕнтĕ; Хăш районтан-ха эс, хăш ялтан, аçу-аннÿ кам; Пенси укçи илсенех ярса парăттăм, – куççуль витĕр калаçрĕ ватă хĕрарăм.

– Кирлĕ мар, асанне, – лăплантарма тăрăшрăм эпĕ хумханса ÿкнĕ карчăка. – Эпĕ ĕçлетĕп вĕт, укçа та илетĕп. Кăмăлу пулсан, ман ятпа чиркÿре çурта çут, çылăхсене каçарма ыйт.

Банкăра пуçтарăннă укçана ывăçĕ çине силлерĕ те карчăк, юнашар пырса ларнă ыйткалакан старике тыттарчĕ.

– Сана кирлĕрех ку укçа. Ырă çын пулăшрĕ мана, билет туянса киле каятăп, – савăнăçлăн пуплерĕ ватă хĕрарăм.

Билет касси патнех илсе пытăм ăна. Ак тата! Ман пекех Шăмăрша каять иккен вăл. Ентешсем пултăмăр. Автовокзал умĕнчи вăрăм тенкел çине лартăмăр та, паянхи йывăр пурнăç пирки калаçрăмăр.

– Пĕчĕк кăна çурт пур ман, пахча... – терĕ карчăк. - Ял-йыш выçă вилме памĕ-ха.

– Ачусем пулăшмĕç-и;

– Вĕсем пулăшмаççĕ, – ассăн сывларĕ ватă хĕрарăм. – Пулăшнă пулсан, ыйткалакан ятне те илтмĕттĕм...

Автобус килсе чарăнчĕ те, алăк патне сĕкĕнекен халăхпа пĕрле эпир те салон еннелле тапаçлантăмăр...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика