01 декабря 2010 г.
ВĔ-РЕН-ТЕ-КЕН!!! Вăл халăх ăс-хакăлне аталантараканĕ, халăхăн чун пуянлăхне ÿстерекенĕ, халăх чысне упраканĕ, çĕнĕ ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаканĕ. Вĕрентекене мĕн авалран хисепленĕ. Авалхи Китайра Конфуцие, Авалхи Элладăра Платона, Авалхи Руçре хутла пĕлнĕ Нестора, пĕрремĕш кĕнеке пичетленĕ Иван Федорова ĕмĕрсерен чысланă. Эпир, чăвашсем, халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева патриарх вырăнне хурса сума сăватпăр.
Тăван чĕлхе... Пуласлăхĕ мĕнлерех унăн; Хусанкай каланă пек пултăрччĕ:
Килте, ютра-и эп – кирек ăçта та,
Кирек ăçта та тав тăвап ăна.
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана.
Анчах тĕнче çилĕ усал хыпар та илсе çитерчĕ: пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКО пĕлтернĕ тăрăх, чăваш чĕлхине вилсе пыракан чĕлхесен шутне кĕртеççĕ иккен. Раççейре хăйĕн йышĕпе 4-мĕш вырăнта тăракан чĕлхен шăпине мĕншĕн çапла хурлăн палăртма пăхаççĕ-ши; Мĕнпе "айăпа" кĕнĕ; Тен, эпир хамăрăн чĕлхене чунтан хисеплеме вĕренейменнипе. Унсăрăн Шупашкар, Чăваш Енри ытти ял-хула урамĕсенче вырăс тата акăлчан чĕлхисем тĕп вырăнта тăман пулĕччĕç.
Чăваш халăх çыравçин Александр Артемьевăн шухăшĕсем маншăн сăваплă кĕлĕ евĕр, эпĕ вĕсене яланах чунра упратăп: "Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар; хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен ĕмĕр, çултан çул тĕрекленсе ÿс, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çун; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăт; кирлĕ чухне – çунтар. Эсĕ маншăн тĕттĕмри çул маякĕ. Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янравлă; санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Ĕмĕртен ĕмĕре пурăн. Санăн яту вилĕмсĕр пултăр".