Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яла пырса кĕрсен...

01 декабря 2010 г.

Пуянкасси ял поселенине тăватă ял кĕрет. Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Виçпÿрт Шăмăршă, Хайпăла ялĕсенчи çынсем çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшаççĕ. Ку тăрăхра фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те йышлă. Хăйсен ĕçне уçакансем те пур. Паянхи куна асăннă ялсенче тăхăр фермер хуçалăхĕ шутланса тăрать. Вĕсен ертÿçисем пуçаруллă та пултаруллă çынсем. Хăйсен ĕçĕсене тĕплĕ шухăшласа йĕркелесе пыраççĕ.

Акă, Макаровсен, Угаринсен хуçалăхĕсенче ял çыннисем те хăйсем валли ĕç вырăнĕсем тупнă. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннехи ĕçсем вĕçлениччен Красновăн фермер хуçалăхĕ те ял çынни валли кăшт та пулин ĕçлесе илме майсем тупса парать. "Колос" ЗАОра вăй хуракансем те сахал мар, ытти регионсене укçа ĕçлесе илме каякансем те йышлăн.

Ялсен малашлăхĕ – çамрăксенче. Пуянкасси ял тăрăхĕнче 14-35 çулсенчи çамрăксем пурĕ 499-ăн. Вĕсен хушшинче шкулта, училищĕсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсем, ĕçлекенсем те пур. Тăватă ялти хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пултаруллă та пуçаруллă. Культура мероприятийĕсене те, спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ вĕсем. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ çамрăксем.

Ялсенчи библиотекăсенче ĕçлекенсем ĕçке, пирус туртнине, наркотиксене хирĕç час-часах хĕрсемпе, каччăсемпе калаçусем, "çавра сĕтелсем" йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне библиотекарьсем ытти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Клуб ĕçченĕсем пирки те çавнах каламалла. Кашни уяв тĕлнех мĕнле те пулсан мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ. Анчах та каласа хăварас килет, юлашки çулсенче концертсемпе конкурссен шучĕ сисĕнмеллех чакнă.

Ял поселенийĕнче – икĕ шкул. Пуянкассинчи тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкулта 67 ача, Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта 15 ача вĕренет. Çак ялсенчех садиксем те ĕçлеççĕ.

Халăха таварпа, апат-çимĕçпе тивĕçтерме Пуянкасси ялĕнче тăватă лавкка ĕçлет. Кунта 146 хуçалăх шутланать. Кÿршĕллĕ Кахăрлă Шăхалĕнче (пурĕ 85 кил) пурăнакансем те хăйсене куллен кирлĕ тавар туянма кунтах килеççĕ. Виçпÿрт Шăмăршăри 165 хуçалăхра пурăнакан çынсене икĕ лавкка тивĕçтерсе тăрать. 97 килĕллĕ Хайпăла ялĕнче – 2 лавкка. Çак ялсенче пурĕ 1771 çын пурăнать.

Ял поселенине кĕрекен ялсенче тирпей-илем пултăр тесе те сахал мар тăрăшаççĕ. Май çитнĕ таран çынсем хăйсен кил-çурчĕсем умне тасатсах тăраççĕ. Анчах та нумайăшне çÿп-çапа ăçта кайса тăкас ыйту шухăшлаттарать. Урамсене контейнерсем лартса тухман. Вĕсене шкул, клуб, садик таврашĕсене кăна вырнаçтарнă. Çавна пулах ялсенчи çынсем çÿп-çапа çырма-çатрана, ял хĕррине, йывăç хушшисене тăкаççĕ.

Ялсенче çĕнĕ çурт лартакансем те, çуртсем çумне тата пысăклатса хушса купалакансем те пур. Газ ырлăхĕ çакна тума хистет. Кăçал Пуянкасси ял поселенийĕнче пурĕ 7 туй пулнă. 12 ача çуралнă, 21 çын вилнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика