Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисем – анне çинчен

01 декабря 2010 г.

Чи хаклă çын

Анне... Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл: "анне"! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăхлă ачасем амăшĕн кăкăрĕ еннелле пĕчĕк аллисемпе туртăнаççĕ...

Анне – пуриншĕн те чи хаклă çын. Ун çинчен сахал мар юрă кĕвĕленĕ, сăвă çырнă.

Эпĕ хамăн аннене

Питĕ юрататăп.

Вĕренсе те ĕçлесе

Ăна савăнтаратăп.

Максим УРКИН.

Йăпатать, ачашлать...

Анне... Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм. Мĕнле телей анне пурри!

Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Вăл маншăн чи çывăх çын. Пире вăл кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Яланах вăл пирĕншĕн тăрăшать, пире йăпатать, ачашлать. Анне – чи çывăх та юратнă, чи ачаш та ырă кăмăллă, чи илемлĕ те хастар çын, чи шанчăклă тус.

Алеша СТЕПАНОВ.

Пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентнĕ

Анне, Тăван çĕр-шыв, тăван кил... Çак сăмахсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Вĕсене анне çыхăнтарать. Ача та чи малтан "анне" тет.

Манăн анне те чи лайăххи, чи илемли. Анне мана калаçма, пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентнĕ. Пĕрремĕш кĕнекене те анне вуласа панă, пĕрремĕш класа та анне пĕрле кайнă. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Ун куçĕсене, сассине, çемçе аллисене ĕмĕрĕпех асра тытăп.

Игорь АНДРЕЕВ.

Ман анне

Манăн анне чи хитри,

Пуринчен те маттурри.

Ăна тем пек юрататăп,

Аннепе эп мухтанатăп.

Пире шкула ăсатать,

Шăллăма та вăл пăхать,

Кил-çурта та тирпейлет –

Пур çĕре те ĕлкĕрет.

Юрби АНТОНОВА.

Кăмăлу сан ылтăн

Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать. Манăн яланах анне çумĕнче пулас килет. Эпĕ анне пĕçернĕ тутлă апата çиме юрататăп.

Йĕппе çип унăн аллинче выляса кăна тăрать. Мĕн кăна çыхма пĕлмест-ши манăн анне! Мĕн тĕрлĕ чечексем ÿстермест-ши тата! Аннеçĕм, хаклă аннеçĕм! Кăмăлу сан ылтăн. Эсĕ пире тÿрĕ кăмăллă, ырă чунлă çын туса ÿстеретĕн. Тайма пуçăм сана, аннеçĕм!

Вика КОРЧАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика