01 декабря 2010 г.
Шăмăршăри пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене вĕренес тĕллевпе райцентрти «Ромашка» ача сачĕнчи вăтам тата аслă ушкăнсем, хăйсен воспитателĕсем М.Б. Драгунова тата Г.И. Драгунова ертсе пынипе, асăннă чаçра экскурсире пулчĕç.
Пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин тата патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Ф. Фомин ачасемпе воспитательсене кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Федор Петрович пожарнăйсен профессийĕ пирки пĕчĕккисем ăнланмалла чĕлхепе питĕ интереслĕ каласа пачĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене ăнлантарчĕ. Асăрхануллă пулсан, вут-çулăм çыншăн – чăн-чăн юлташ, тимлĕхе çухатсан вара пысăк тăшман пулса тăнине, шăрпăкпа выляма юраманнине ачасем лайăх ăнланчĕç. Пÿлĕмре тĕтĕм асăрхасанах пĕшкĕнсе утса выскавлăн çуртран тухмаллине, кравать айне е шифоньера кĕрсе ларни пурнăçшăн хăрушă пулнине, пушар тухни пирки «01» телефонпа шăнкăравласа пĕлтермеллине, килти адреса тĕрĕс каламаллине те пĕлчĕç.
Çак кун службăра тăнă пожарнăйсем ачасене вутра çунман хăйсен ятарлă формине те тăхăнса кăтартрĕç, вут-çулăма сÿнтерекен «асамлă» кăпăка пĕрĕхтерчĕç. Пушар сÿнтерекен автомашинăсемпе те пĕчĕккисем кăсăкланса паллашрĕç.
Интереслĕ экскурсишĕн пĕчĕккисем пушарниксене ăшшăн тав турĕç. «Шăрпăкпа нихăçан та вылямастпăр», – терĕç вĕсем.
Çавăн пекех, аслăраххисен хăйсен кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсене вутпа выляма юраманни çинчен асăрхаттарсах, çакăн çинчен аса илтерсех тăмалла. Хăйсем тĕллĕн электроприборсемпе те усă курма юрамасть иккен, газ плитипе çунакан кăмака таврашĕнчен те пăрăнма тăрăшмалла.