04 декабря 2010 г.
ЮН КУН Шăмăршăра район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ виççĕмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ вун ултă ыйтăва пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну тунă.
«Шăмăршă районĕн 2011 çулхи тата 2013 çулчченхи тапхăрти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕ» ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн секторĕн заведующийĕ Е.П. Кудрявцева пĕлтернине итлесе, депутатсем прогноза ырласа йышăннă.
Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Е.П. Доброва тухса калаçнă, Шăмăршă районĕн 2011 çулхи бюджечĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Депутатсем районăн çитес çулхи бюджетне (тупăш енĕпе 153 783 500 тенкĕ, тăкаксем енĕпе 154 503 500 тенкĕ, бюджет дефицичĕн прогнозĕ 720 000 тенкĕ) çирĕплетнĕ. Н.И. Поликарпов депутат физкультурăпа спорта аталантарма бюджетра укçа ытларах уйăрма сĕннине те депутатсем ырласа йышăннă, район спортсменĕсен республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене анлăрах хутшăнмаллине палăртнă.
Лару "Шăмăршă районĕнче 2011-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" тата «Шăмăршă районĕн 2011-2020 çулсенчи культури» тĕллевлĕ программăсене çирĕплетнĕ, район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене пăхса тухнă.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В. Максимов, район прокурорĕ И.Г.Мифтахутдинов хутшăннă.