Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун пуянлăхне – ачасене

04 декабря 2010 г.

Историн хуть хăш тапхăрĕнче те учитель ĕçĕ обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Учитель пире пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет. Шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ илсе, малалла вĕренсе эпир хамăра килĕшекен профессие алла илсе пурнăç çулĕ çине тухатпăр. Çулсем иртсе пырсан та хамăрăн вĕрентекенсене манмастпăр, çирĕп пĕлÿ панăшăн вĕсене тав тăватпăр.

Учитель çулне халалланă тĕрлĕ мероприятисем чылай иртеççĕ кăçал районта. Вĕсенче вĕрентекенĕн профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине палăртаççĕ, тăрăшуллă та пултаруллă учительсене пысăк сума хурса чыслаççĕ. Учительсем хушшинче иртнĕ конкурссем, уçă уроксем районта професси ăсталăхĕпе ĕçлекен педагогсем чылай пулнине çирĕплетеççĕ.

Çак кунсенче Шăмăршăри Мăшăрлану керменĕнче Учительсен çулне тата Аннесен кунне халалласа интереслĕ мероприяти иртрĕ. Кермене ялсенчи пултаруллă, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ял-йышра хисепе тивĕçнĕ учительсем – ачасен амăшĕсем пухăнчĕç.

Кĕске сăмах каласа мероприятие район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Н. Портнова уçрĕ. Вăл педагогсене Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Лариса Николаевна çумне хутшăнса, педагогсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Н.И. Ендиеров, райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Н. Федорова, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунса чи ăшă сăмахсем каларĕç, парнесемпе чысларĕç.

Программăна ертсе пыракан Людмила Владимировапа Марина Ефимова кашни педагогăн кун-çулĕпе, пархатарлă ĕçĕпе паллаштарчĕç, шкулти ачасене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани пама тăрăшнисĕр пуçне, хăйсен çемйисенче ача амăшĕн тивĕçне те кирлĕ пек пурнăçланнине палăртрĕç.

Педагог ĕçĕнче – 38 çул

Чи малтанах Кивĕ Шăмăршăри Е.Я. Яковлевана чысларĕç. Елизавета Яковлевна вĕрентÿ ĕçĕнче 40 çула яхăн вăй хунă.

1943 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карăньялта çуралнăскер, мал ĕмĕтлĕ хĕр вăтам шкул пĕтерсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн математика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1965 çулта диплом илсен çамрăк учительницăна Шăмăршă районне - Васан шкулне ĕçлеме янă.

Çулран-çул вăй-хала шеллемесĕр тата пултаруллăн ĕçлесе пынă Елизавета Яковлевна. Урок ирттермелле-и, класс тулашĕнчи мероприяти йĕркелемелле-и – учительница чунтан тăрăшса ĕçленĕ. Унăн урокĕсем çÿллĕ методика шайĕнче иртнĕ. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисемпе уроксем хыççăн хушма занятисем йĕркелеме те ÿркенмен. Ачапа уйрăммăн, пултарулăхне шута илсе ĕçлессине те манăçа хăварман.

Вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ панипе кăна çырлахман Е.Я. Яковлева. Ачасем ырă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ тата çĕр-шыва юрăхлă пулса çитĕнччĕр тесе нумай тăрăшнă вăл. Çавна май пултаруллă та ăшă кăмăллă учительницăна ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисепленĕ. Ял-йыш та ăна пысăк хисепе хурать.

Обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă, вĕренекенсен ташă кружокне ертсе пынă.

Пархатарлă ĕçшĕн Елизавета Яковлевнăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, вĕрентÿ министерствин, районти çут ĕç пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, «Çутĕç отличникĕ» знакпа чысланă.

Юратнă мăшăрĕпе, Харитон Константиновичпа, 2 ывăлпа 3 хĕр çуратса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем тĕрлĕ профессипе ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсем те – хисеплĕ çынсем. Елизавета Яковлевнăпа Харитон Константинович Яковлевсене халĕ 18 (!) мăнук савăнăç кÿрсе тăрать.

Тава тивĕçлĕ учительница

ЯЛТА уçă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, хăйĕн ĕçне чылай çул хушши юратса пурнăçлакан çынсем ят-сума тивĕçеççĕ. Патирекре пысăк хисепе тивĕçнĕ çынсенчен пĕри – С.С. Хамдеева.

Софья Семигулловнăн педагог стажĕ – 42 çул. Вăл пĕр улшăнми 13 çул ялти шкул директорĕнче ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа туса пынă май, ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ» ятсем парса чысланă. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисем те пур.

«Пурнăçа юратакан, пурне те ырă сунакан ĕçчен хĕрарăм вăл, Софья Семигулловна», – теççĕ ялта С.С. Хамдеева пирки.

Шкулти воспитанипе вĕрентÿ ĕç-хĕлне лайăхлатассишшĕн чунтан тăрăшнă шкул директорĕ. Унăн урокĕсем ачасемшĕн интереслĕ иртнĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисем те нумай йĕркеленĕ.

Патирек шкулĕнчи опытлă участок районта чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Унта тухăçлă пахча-çимĕç ÿстернĕ, шкул таврашĕнче çăвĕпех хитре чечексем ешернĕ. Ĕç опычĕпе паллашма районти учительсем те килнĕ. Софья Семигулловнăшăн шкул иккĕмĕш кил пулнă.

С.С. Хамдеева – 3 ача амăшĕ. Ывăлĕсем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, ача-пăчаллă.

Хальхи вăхăтра Софья Семигулловна – тивĕçлĕ канура.

Вĕрентÿ отличникĕ

С.Д. ЕГОРОВА Васан шкулĕнче 1975 çултанпа ĕçлет. Ачасене пĕлÿпе воспитани парассинче пуян опыт пухнă математика учителĕ. Ĕçре тĕрлĕ меслетсемпе усă курать, уроксене практикумсем, семинарсем, консультацисем, зачетсем кĕртет, математика эрнисем, факультативсем йĕркелет. Ку, паллах, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă вĕрентÿ системине никĕслеме, ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать.

Ачасен шухăшлавне аталантарса пырас тесе çине тăрса ĕçлет.

Светлана Дмитриевна – районти математиксен методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ. Пĕрлешÿ занятийĕсенче вăл докладсем тăвать, учительсем уçă уроксем ирттерессине йĕркелет, хăй те кăтартуллă уроксем парать. Çамрăк учитель-математиксем хальхи технологисене алла илччĕр тесе уйрăмах нумай тăрăшать.

С.Д. Егорова – класс руководителĕ. Вăл ертсе пыракан класс шкулти тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнать.

Светлана Дмитриевна – вĕрентÿ отличникĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ.

С.Д. Егорова – 3 ача амăшĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ.

Ултă ача амăшĕ

Г.В.ИВАНОВАН педагог стажĕ 1981 çулта, Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн пуçланнă.

Галина Вячеславовна – Кивĕ Чукалти шкул директорĕн çумĕ, вырăс чĕлхипе литература учителĕ. Вăл учительсен коллективĕнчи вĕрентÿпе воспитани методикине лайăх пĕлет, çак ĕçе пултаруллă йĕркелесе пырать. Галина Вячеславовна класс руководителĕсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ку вара вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Г.В. Ивановăн урокĕсем яланах тивĕçлĕ методика шайĕнче иртеççĕ.

Мăшăрĕпе, Николай Васильевичпа 6 ача çуратса çитĕнтернĕ. Асли, Денис, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Сургутра ĕçлесе пурăнать. 4 хĕрĕ – студенткăсем. Владислав службăра салтак тивĕçне пурнăçлать.

Хăйĕн ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа туса пынă май, Г.В. Иванована ЧР вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Воспитани ĕçĕшĕн яваплă

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Т.А. Степанова тăван шкула 1997 çулта, педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн, ĕçлеме килнĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр тепĕр çулах заочнăй майпа Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ.

Татьяна Александровна – Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Вăл ертсе пынипе шкулта тĕрлĕ мероприятисем нумай иртеççĕ. Районти фестивальсемпе конкурссене те шкул ачисем активлă хутшăнаççĕ, вĕсенче тăтăшах призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Т.А. Степанова чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ачасемшĕн интереслĕ ирттерет, тăван чĕлхен çепĕçлĕхне, литературăн пуянлăхне туллин уçса пама тăрăшать.

Мăшăрĕпе, Володьăпа, 3 ача ÿстереççĕ.

Ĕçри тăрăшулăхшăн Т.А. Степанована райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Юрă ĕçре пулăшать

1986 ÇУЛТА Шупашкарти педаогика училищине пĕтерсен А.А. Еремеева тăван ялти – Анат Чаткасри «Чебурашка» ача садĕнче воспитательте ĕçлеме тытăннă. Ку ĕçре вăл паянхи кунчченех тăрăшать.

Александра Анатольевна пĕчĕккисен ушкăнĕпе юратса ĕçлет. Шкул умĕнхи ÿсĕмри ачасен воспитани методикине лайăх пĕлет. Занятисене тĕрлĕ енлĕ вăйă формисемпе ирттерет. Воспитатель ачасене чăвашсен йăли-йĕркине те вĕрентет.

А.А. Еремеева йĕркеленĕ «Пĕчĕк çеç путене» ансамбль ача садĕнче кăна мар, ялти Культура çуртĕнче те хăйĕн илемлĕ пултарулăхне кăтартать.

Пархатарлă ĕçшĕн Александра Анатольевнăна Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Вăл – 2 ача амăшĕ. Асли, Марина, ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни, Надя, аппăшĕн çулĕпе кайнă - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет.

Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе

И. Х. ХАФИЗОВА (хĕр чухнехи хушамачĕ Яковлева) хăйĕн ашшĕпе амăшĕн çул-йĕрне малалла тăсса пырать. Ашшĕ, Харитон Константинович, педагог ĕçĕнче 42 çул вăй хунă. Амăшĕ, Елизавета Яковлевна, пенсие кайичченех ачасене математика вĕрентнĕ.

Ирина Харитоновнăн педагог стажĕ 1992 çулта пуçланнă. Заочнăй майпа Чăваш педагогика институчĕн "Пуçламăш классене вĕрентессин методики" уйрăмне пĕтернĕ. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Шăмăршăри вăтам шкулта хăй ĕçлекен класри ачасене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшать, вĕсемпе нумай мероприяти ирттерет. И.Х.Хафизова – пĕрремĕш категориллĕ учитель. Педагогикăри çĕнĕ технологисемпе ĕçлесе пырать.

Хăйĕн тивĕçне пултаруллăн пурнăçланăшăн учительницăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин тата райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Мăшăрĕпе, Сергей Анатольевичпа, 4 ача ÿстереççĕ. Ачисем пурте спортпа туслă пурăнаççĕ. Педагогсен туслă çемйи республикăри тата районти ăмăртусенче нумай хутчен пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хафизовсен аслă ывăлĕ, Спартак, Мускаври сăрт-ту университетĕнче вĕренет. Анатолий - Раççей социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн 1 курсĕн студенчĕ. Андрей Шăмăршă вăтам шкулĕнче 7 класра пĕлÿ пухать. Кĕçĕнни, Валерия, ача садне çÿрет. Туслă çемьери ачасем яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ.

МĂШĂРЛАНУ керменне пухăннă педагогсене Татьяна Яковлева, Сергей Кудряшов, Михаил Шумилов, Елена Воронцова, Иван Медведев солистсем илемлĕ юрăсемпе саламларĕç. Ачасен кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ (ертÿçи Валентина Кузьмина) килĕшÿллĕ ташăсемпе савăнтарчĕ.

Интереслĕ мероприяти йĕркеленĕшĕн (сценари авторĕ – Людмила Владимирова) хĕрарăмсем ЗАГС пайĕн ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика