Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи пăр ултавлă

04 декабря 2010 г.

Çырмасенче пăр ларасса ачасем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Камăн коньки сырса çилпе ăмăртмалла ярăнас ан килтĕр-ха; Анчах та чылай чухне малтанхи пăр питех те ултавлă, инкексем патне илсе çитерет.

Шел пулин те, хĕл пуçламăшĕнчех республикăра çакăн пек тĕслĕх пулчĕ – Комсомольски районĕнче икĕ ача пĕвере путса вилнĕ.

Çакă пурне те, уйрăмах ачасене, питех те асăрхануллă пулма хушать.

Малтанхи пăр питĕ çÿхе – пысăках мар йывăрлăха та чăтаймасть. Çавăнпа ун çине кĕме юрамасть. Ашшĕ-амăшĕн те, аслисен те ачасем кÿлĕсемпе пĕвесем çывăхĕнче çÿрессинчен, çыранран çунашкапа е йĕлтĕрпе ярăнассинчен асăрхасах тăмалла, çакă инкекпе вĕçленме пултарассине аса илтермелле, ăнлантармалла.

Çирĕп пек туйăнакан пăр та ултавлă, юрпа витĕнни – пушшех те. Çавăнпа та пăр çине çанталăк хытă сивĕтмесĕр кĕме юрамасть. Пăр лайăх шăнса çирĕпленмесĕр унта ушкăнпа ярăнни те хăрушă. Хĕлле вакă касса пулă тытма юратакансене те вăлта тытма тăхтамашкăн сĕнес килет.

Енчен те инкек сиксе тухсан, çакăн çинчен çийĕнчех аслисене пĕлтермелле. Путакана çăлма ун патне пăр çийĕн шуса çеç пымалла, ăна мĕн те пулин тăсса е пăрахса памалла.

Тепĕр хут аса илтерес килет: малтанхи пăр питех те ултавлă! Апла пулсан, асăрхануллă пуласчĕ. Хĕл вăрăм-ха, çак хушăра çирĕп пăр çинче ярăнса, выляса юлма ĕлкĕретĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика