04 декабря 2010 г.
Пĕрре те ÿстерсе каламастăп: чĕннипех çапла мар-и вара. Пахалăхсăр эрех, тĕрлĕрен шĕвексем ĕçсе хамăр çĕр-шывра кăна çулсерен пиншер те пиншер çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлни, чылайăшĕ ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Шутласан, чăннипех хăрушă статистика вĕт. Ăçта, мĕн патне пырса тухăпăр малашне;
Ĕçкĕпе иртĕхекенсен шучĕ ялсенче те ÿсси пыни уйрăмах пăшăрхантарать. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсемпе çул çитмен çамрăксем ĕçкĕ серепине лекесси те ÿссех пырать. Тепĕр чух çакăншăн хамăрах, аслисем айăплă мар-и вара;
Мĕн пытармалли: нумай чухне ватăсем, ăна-кăна тума вăй çитереймесен çамрăксенчен пулăшу ыйтаççĕ, виçĕ пуслăх ĕçшĕнех эрехпе сайлаççĕ. Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: чăнласах та эрехпе-ши;
Питĕ иккĕленÿллĕ. Тен, сăмакун;
Сăмакун тенĕрен, ялсенче ăна юхтарса сутакансем сахал марри паллă-ха. Çавах та ку ĕç чăрмавлă – вăхăчĕ те самаях кирлĕ, чăтăмлăх та пулмалла.
Ахăртнех, çакна шута илсех пулас, ялсенче эрех-сăмакун тесе тĕрлĕ шĕвек сутакансем йышлăланчĕç. Çăмăл та, тупăшлă та: ăçтан килчĕ унтан спирт текен иккĕленÿллĕ шĕвеке канистрпах туянса шывпа çеç хуш. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: йÿнĕпе туяннă пилĕк литрлă савăтран (ытларах чухне çакăн пек) миçе пулăштух суя "эрех" тухать; Кашнинех магазинтинчен чылай йÿнерех сутсан та тупăшĕ самаях пухăнать вĕт. Мĕншĕн пурăнас мар; Никама та ирĕксĕрлесе памаççĕ, вăйпа çăвартан ямаççĕ.
Сывлăхшăн сиенлĕ ытти шĕвексем организма мĕн чухлĕ лекмеççĕ тата;
Кантăк çумалли, техникăра усă куракан, савăт-сапа çумалли е тĕрлĕрен сăрăсене ирĕлтерме туса кăларнă спиртлă шĕвексемпе те çынсем "эрех" нумай хатĕрлеççĕ: сăмакун çине шывпа хутăштарса яраççĕ те – пулчĕ те. Тăруках уйăрса та илеймĕн.
Районти, хуласенчи аптекăсенче рецептсăрах паракан тĕрлĕ шĕвексене хутаçĕ-хутаçĕпех сĕтĕрекенсем сахал-и вара; Специалистсем палăртнă тăрăх, вĕсем те сывлăхшăн самаях сиенлĕ. Чылайăшĕ ал-урана сĕрме, компресс тума çеç юрăхлă пулни пирки этикеткăсенче асăрхаттарнă пулин те, çынсем çакна уясах тăмаççĕ.
Пĕр шутласан, хамăрах айăплă. Юлашки çулсенче ĕçке пула районта кăна миçе çын вилчĕ. Тен, çакăн пирки шухăшласа пăхма вăхăт çитрĕ.