Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿвенсÿр лаша

04 декабря 2010 г.

ЛЮБА – упăшкасăр, вăтăралла çывхарса пыракан чипер хĕр арăм. Пĕр ачи пур ун, виççĕмĕш класа шкула çÿрет. Кĕскен каласан, япăх мар пурăнать Люба: хваттер, сĕтел-пукан, нумай тĕспе кăтартакан телевизор...

Çапах та Люба хăйне телейлĕ тесе шутламасть. Минтере куççульпе йĕпетнĕ каçсем сахал пулнă-и упăшкинчен уйрăлнăранпа ултă çул хушшинче;

Йĕвенсĕр лаша ытларах кĕçенет, теççĕ халăхра. Ирĕклĕ вăл. Ăçталла чупас тет – унталла ыткăнать. Пĕччен хĕрарăм та çавах. Сумсăр вăл. «Кĕçенекен» хĕр арăм патне темле арçын та çулăхма пултарать. Хĕр арăмĕ хăшне те пулин хăйĕн патне ямасан, ку арçынни теприне ун çине тĕллесе кăтартса ярать. Пĕччен хĕр арăмсем çинчен ахаль каламаççĕ ĕнтĕ «ана хĕрринчи пăрçа пек» тесе. Камăн татса çиес килет – ун патне аллине тăсать...

Люба – якăлти хĕр арăм мар. Арçынсемпе те ейкеленсе калаçмасть. Анчах ваттисем "шăтăклă шăрçа ахаль выртмасть", тесе калани те тĕрĕсех пуль çав. Пĕррехинче Люба хваттерне газ приборĕсене тĕрĕслекен слесарь килчĕ. Плитана юсаса пачĕ. Хĕр арăм ăна эрехпе хăна турĕ. Сăмах çине сăмах – калаçса кайрĕç. Якур ятлă иккен çак арçын. Арăмĕпе япăх пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. «Укçа та паратăп, çапăçмастăп та, çавах манпа хирĕçме сăлтав шырать», – ÿпкелешрĕ Якур.

– Юратмасть вăл сана, – пат татса каларĕ Люба.

– Хам та туятăп-ха, – килĕшрĕ унпа Якур. – Анчах çĕр çинче таса юрату пуррине те ĕненместĕп.

Çамрăк хĕр арăм ун çине тунсăхлă та ачаш куçĕсемпе пăхса илчĕ, çапах нимĕн те шарламарĕ.

Эрех кĕленчи пушаннăçемĕн арçынпа хĕр арăм хушшинчи калаçу та илемленчĕ. «Хитре арçын, куçĕсем те хĕм сапаççĕ», – шухăшларĕ Люба.

Аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ.

– Ачуна кĕтетĕн-и; – ыйтрĕ Якур.

– Кукамăшĕ патĕнче-ха вăл. Ыран илме каятăп.

Арçын хăюлланчĕ, Любăна ыталаса илчĕ. Хирĕçлемерĕ хĕр арăм. Ара, ултă çул курман-çке вăл арçын ачашлăхне! Е унăн ĕмĕрех юрату вĕрилĕхне туйса курмалла мар-и;

– Лай-ăх, – хуллен те ачашшăн пăшăлтатрĕ юратупа антăхнă хĕрарăм. – Лайăх санпа, Егор...

Кунсем иртрĕç, уйăхсем. Люба çак хушăра хăналăх кăна панă çамрăклăха ахаль ирттермерĕ, Якур хыççăн тата тăватă арçынпа çыхланчĕ. Авланман каччăсене яхăнне те ямасть. Чир-чĕр ертесрен шикленет вăл. Арлă-арăмлă пурăнакан арçынран вăл-ку пирки хăрамалли çук. Арăмĕ ан систĕр кăна.

«Çĕр çинче пĕрре çеç пурăнатăп, юрату кÿллинче тăраниччен ишсе юлас. Шурă акăш пек...» – шухăшлать Люба арçын ытамĕнче чухне.

Анчах акăш юратăвĕ чĕр кĕмĕл пек таса пулнине пĕлмест вăл. Тен, пĕлесшĕн те мар...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика