Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене - чыс та мухтав

08 декабря 2010 г.

«КАМ пулман – çав пулĕ, кам пулнă – çав манмĕ...» Çак сăмахсене салтакра пулнă кашни арçыннăн альбомĕнчех вулама пулать. Çарти вăхăт нихăçан та асран тухмасть. Ырă-сывă таврăннисемшĕн кăна вăл асра. Тăван киле таврăнайманнисем, тĕнчери хĕрÿ точкăсенче пуçĕсене хунисем текех çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеймĕç. Вĕсене тăванĕсем, юлташĕсем, ял-йыш нихçан та манăçа кăлармĕ.

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ каччăсенчен Афганистанра вилнисем – Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи Валерий Кузнецов тата Палтиелĕнчи Владимир Михайлов, Чечня вăрçинче пуç хунисем – Шамкайри Олег Долгов, Шăмăршăри Валерий Сидоров тата Ярăславри Владислав Митрофанов. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн паттăрсем.

Çак çынсене асăнма, чыслама района Пушкăрт Республикинчи «Симĕс беретсем» ушкăн килсе кайрĕ. Ушкăнра – хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă виçĕ каччă. Вĕсем Шăмăршăри, Палтиелĕнчи, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çурчĕсенче асăну концерчĕ йĕркелерĕç.

Пушă алăпа килмен «Симĕс беретсем». Вĕсем пĕтĕм çĕршывĕпех, хĕрÿ точкăсенче пуçĕсене хунă салтаксене чысласа, асăну хăмисем салатаççĕ. Пирĕн района вĕсем тăватă хăма илсе çитернĕ. Владислав Митрофанов ячĕпе каярах хатĕрлесси çинчен пĕлтерчĕç. Асăну хăмисене пуçĕсене хунă паттăрсем вĕреннĕ шкулсенче вырнаçтарĕç. "Симĕс беретсем" ушкăнри каччăсем пĕлтернĕ тăрăх, çак асăну хăмисене вĕсем концертсем кăтартса çÿресе пухнă укçа-тенкĕпе хатĕрлеттереççĕ. Паянхи куна вĕсем пурĕ 1578 Асăну хăми хатĕрлеттерсе вырнаçтарнă.

Район администрацийĕ ячĕпе çакăн пек ырă ĕçшĕн «Симĕс беретсене» район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева ăшă сăмах каласа Тав çырăвĕ пачĕ. Вĕсен мухтава тивĕçлĕ ĕçĕ çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика